26 марта 2016 г.
Автоçулсене юсасси тата вĕсене йĕркеллĕ тытасси - çул-йĕр ĕçченĕсен тĕп тивĕçĕ.
«Чувашавтодор» АУОн Канашри территори производство управленийĕн Елчĕкри прораб участокĕнчи ĕçченсем хăйсен яваплăхне ăнланаççĕ, ăна тивĕçлипе тÿрре кăларма та тăрăшаççĕ. Малтанхи вăхăтра вĕсем юр хăвăрт ирĕлнĕ май çулсем сиенленесрен асăрханса ятарласа тунă шыв юххисене, çулсен хĕррисене, павильонсен территорийĕсене çÿп-çапран тасатнă. Хальхи вăхăтра ятарлă ушкăн асфальт çулсем çинчи шăтăк-путăксене сапланă çĕрте тимлет.
Прораб участокĕн ертÿçи Геннадий Зайцев ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене кашнине ятран палăртать. Вĕсем: Николай Иванов, Аркадий Щипцов механизаторсем, Александр Никифоров, Юрий Иванов водительсем, Анатолий Муллин, Владимир Смирнов рабочисем тата ыт.те.
Сăнÿкерчĕкре: Анатолий Муллин, Аркадий Щипцов тата Владимир Смирнов Елчĕкри Кооператив урамĕнчи асфальтлă çул çинче юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.