Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлессинче - çăмăллăхсем

26 марта 2016 г.

Чăваш Республикин 2015 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнчи 68-мĕш номерлĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн 2009 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче /6-мĕш номер/ йышăннă «Уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлес енĕпе социаллă пулăшу мерисем памалли йĕрке çинчен» саккунне улшăнусем кĕртнĕ. 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа социаллă пулăшу мерисене çак саккунăн 1 статйипе килĕшÿллĕн уйрăм категорири граждансене /вăрçăра пулнă тата сусăрланнă салтаксемпе вĕсен çемйисем, вăрçăра е унтан таврăнсан вилнĕ салтак арăмĕсем тата вĕсен çемйисем, 1,2,3-мĕш ушкăнсенчи инвалидсем тата ачаран сусăрланнă çынсем, Чернобыльти аварие тата ытти инкексене пĕтерме хутшăннă çынсем тата вĕсен çемйисем/ пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленипе пулнă тăкаксене Раççей Федерацийĕн нормативлă право акчĕсемпе палăртнă виçе чухлĕ кашни уйăхра укçан саплаштармалли йĕркепе килĕшÿллĕн параççĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 31-мĕшĕчченхи улшăну тапхăрĕнче уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсене тÿленипе пулнă тăкаксемшĕн кашни уйăхра паракан саплаштару укçине çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен хакĕн республика стандартне шута илсе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ палăртнă йĕркепе тата виçесемпе килĕшÿллĕн шутласа параççĕ.

2016 çулхи февралĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ 72-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн улшăну тапхăрĕнче тÿлемелли саплаштару укçин хакне федераци шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракансем валли çакăн пек палăртнă:

- вăрçăра сусăрланнă салтаксене тата вĕсен çемйисене - 43 процент;

- вăрçăра пулнă салтаксене, вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕсене тата вĕсен çемйисене, Чернобыльти аварие тата ытти инкексене пĕтерме хутшăннă çынсене - 25 процент, унсăр пуçне, вĕсемпе пĕр çемьере пурăнакан кашни çынна - 5 процент;

- çапăçăва хутшăннă салтаксене тата вĕсен çемйинчи кашни çынна - 5 процент;

- инвалидсене - 20 процент;

- инвалид ача усракан çемьери кашни çынна - 20 процент.

2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 31-мĕшĕччен Елчĕкри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан вăрçăра сусăрланннă салтаксем пĕр çын пуçне  821,11 тенкĕ, вăрçăра е унтан таврăннă хыççăн вилнĕ салтак арăмĕсем тата вĕсен çемйисем - 477,39 тенкĕ, инвалидсем - 381,91 тенкĕ, ытти ял тăрăхĕсенчи уйрăм хуçалăхпа пурăнакан вăрçăра сусăрланнă салтаксем - 489,89 тенкĕ, вăрçăра е унтан таврăннă хыççăн вилнĕ салтак арăмĕсемпе вĕсен çемйисем - 284,82 тенкĕ, инвалидсем 227,86 тенкĕ илсе тăраççĕ.

Çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленнĕ хыççăн, май уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа саплаштару укçин хакне çĕнĕрен пăхса тухаççĕ. Август уйăхĕнче маларах асăннă категорири çынсене улшăну тапхăрĕнче тÿленĕ саплаштару укçине граждансем хăйсем çак тапхăрта коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленĕ тăкаксене Раççей Федерацийĕн «Ветерансем çинчен», «Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен» тата «Чернобылецсем çинчен» саккунĕсенчи нормативсемпе килĕшÿллĕн шутласа параççĕ. Çакна палăртса калани те вырăнлă, асăннă категорири граждансен саплаштару укçине çĕнĕрен шутлаттарас тесе социаллă хÿтлĕх пайне килсе чăрманмалла та мар. Улшăну тапхăрĕнче тата малашне коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн эсир миçе тенкĕ тăкаклани çинчен пире коммуналлă хуçалăх организацийĕсем, электроэнергипе тата газпа тивĕçтерекен компанисем пĕлтерсе тăраççĕ. Анчах çакна манмалла мар - коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемен граждансене саплаштару укçи те тивĕçмест.

Инвалидсен саплаштару укçин хакне çемьере миçе çын пурăннă тăрăх шутласа параççĕ. Тĕслĕхрен, 56 тăваткал метр лаптăк йышăнакан хваттерте пурĕ 5 çын пурăнать. Коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн вĕсем 5000 тенкĕ тÿленĕ. Инвалида паракан саплаштару укçин хакĕ çакăн пек шутланать:

5000 тенкĕ : 5 çын = 1000 тенкĕ.

1000 тенкĕ х  50% = 500 тенкĕ.

Кăсăклантаракан ыйтусем пулсан пирĕн пата 2-50-11 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме те пултаратăр.

А.БОРИСОВА,
Елчĕк районĕнчи халăха социаллă пулăшу паракан пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика