Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу парас ыйтусене сÿтсе явнă

26 марта 2016 г.

Районта Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн кунĕ иртнĕ. Çавна май Елчĕке фондăн специалисчĕсем йышлăн килсе çитнĕ.

РФ Социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕн управляющийĕ Галина Николаева район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа социаллă страховани фондне страхлав взносĕсене вăхăтра тÿлес, социаллă çăмăллăхпа усă куракан граждансене тивĕçлĕ пулăшу парас, «сăрă» ĕç укçине пĕтерес ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче районти предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе, тĕп бухгалтерĕсемпе парăмсене вăхăтра тÿлесе татас ыйтăва çĕкленĕ. Çавăн пекех фонд специалисчĕсем районти тĕп больница ĕçченĕсемпе больница хучĕ памалли йĕркесемпе, професси чирĕсемпе  ĕç вăхăтĕнче пулнă сурансем пирки сÿтсе явнă. Районти тĕп больницăра иртнĕ тĕлпулура инвалид ачасен ашшĕ-амăшне техника хатĕрĕсемпе мĕнле усă курмаллине, хăйсем тĕллĕн туяннă реабилитаци хатĕрĕсемшĕн компенсаци тÿлевĕ мĕнле  йĕркепе илессине ăнлантарнă.

Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче хăнасемпе районти обществăлла организацисен, социаллă пулăшу ĕçченĕсен, организацисемпе учрежденисен представителĕсемпе «çавра сĕтел» хушшинчи тĕлпулăвĕ иртнĕ. «РФ социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕн патшалăх пулăшăвĕ парассин пахалăхĕ» темăпа регионти уйрăмĕн управляющийĕ Галина Николаева тĕплĕн чарăнса тăнă. Чи хумхантаракан темăсем - инвалидсене техника хатĕрĕпе тивĕçтересси тата вĕсене санаторипе курортра сыватасси. Иртнĕ çул республикăри фонда пирĕн районти 265 инвалид тĕрлĕ пулăшусем ыйтса 971 заявка тăратнă. Вĕсенчен 899-шне тивĕçтерсе федераци бюджетĕнчен 3954434 тенкĕлĕх реабилитацин тĕрлĕ техника хатĕрĕсем  туяннă. 137 инвалид ачана 56878 штук тĕрлĕ издели уйăрнă. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак çынсене хăйсем туяннă 19170 изделишĕн 308855 тенкĕ тÿленĕ.

2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне фондра районти 249 страхователь регистрациленнĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 8 страхователь пĕчĕкрех. Иртнĕ çул районта производствăра 2 инкек пулнине регистрациленĕ, вăл шутран пĕр çын вилнĕ, тепри хытă суранланнă. Професси чирĕсемпе чирлесси чакнă.

РФ страховани фончĕн сотрудникĕсем районти нумай функциллĕ центрта та пулнă. Унти ĕç-хĕлпе паллашнă май малашне  пĕрле килĕштерсе ĕçлес ыйтăва сÿтсе явнă. Галина Николаева харпăр хăй ыйтăвĕсемпе килекен граждансене те йышăннă. «Инвалидсем пурнăçри йывăрлăхсенчен ан шикленччĕр, патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курччăр», - палăртнă Галина Григорьевна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика