Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿп-çап куписем куç умне тухаççĕ

26 марта 2016 г.

Пуш уйăхĕнче çанталăк сивĕ тăрать пулин те çуркунне çывхарса килни кунран-кун сисĕнет. Юр кĕрчĕсем майĕпен пусăрăнса, хавшакланса пыраççĕ. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем те çырма пуçĕсенчи çÿп-çап куписем каллех курăнма пуçланине курса вĕсене тасаттарасси çинчен шухăшлама пуçланă ĕнтĕ.

Çÿп-çапа кунта хăш кас çыннисем тăкнине те пурте пĕлеççĕ. Кашни хутĕнче вĕсене хăйсене чĕнсе тухса тасаттараççĕ пулин те çак пулăмран ниепле те хăтăлма çук. Çав çынсемех кил хушшинче пуçтарăннă çÿп-çапа малтанхи вырăна пăрахаççĕ. Хĕл тăршшĕпех сукмак йĕрĕ çухалмасть, çÿп-çап йăтакансем ăна такăрлатсах тăраççĕ.

Таяпа Энтринчи Аслă урама асфальт çул, ытти урамсене вак чул сарса хытарнăранпа ял урамĕсене таса та тирпейлĕ тытма пуçларĕç-ха. Ĕлĕкхи вăхăта халĕ аса илетĕн те, тĕлĕнмелле те пек. Пылчăк çăрăлнă вăхăтра - çуркунне, кĕркунне çынсем пĕтĕм çÿп-çапа урама кăларса ывăтатчĕç, картиш шăлсан та таса мара урам варринех тăкатчĕç, пылчăкпа çăрăлса хупланать тетчĕç пулĕ. Тата пĕр вăхăт çынсем тислĕк куписене урамри хапха умне купалама тытăннăччĕ. Хĕлле ăна кунта купаласа хуратчĕç те çуркунне паçмисем çине кайса тăкатчĕç. Çак йăлана та  аран пăрахтарнăччĕ.

Пурнăç улшăнсах пырать çав, халĕ çынсем тирпейлĕхе хăнăхрĕç. Анчах вăрттăн çĕрти çырма пуçĕсем çав-çавах çÿп-çаппа тулаççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсене çав-çавах вĕсенчен хăтăлас ыйту канăç памасть.

О.МИРОНОВА. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика