26 марта 2016 г.
Уйрăм çынсем хаклă таварсем, автотранспорт хатĕрĕсем, куçман пурлăх объекчĕсем туянма потребитель кредичĕсене ытларах илме пуçларĕç.
Кредит хутшăнăвĕсене вара право докуменчĕсенче туллин палăртнă. Кунта кредит килĕшĕвĕ тĕп вырăн йышăнать. Унпа килĕшÿллĕн, кредит организацийĕ уйрăм çынна ?заемщика/ палăртнă условисенче укçа-тенкĕпе тивĕçтерет, заемщик илнĕ кредита тавăрса парать тата процентсене тÿлет. Анчах та юлашки вăхăтра заемщик енчен кредит килĕшĕвне туллин пурнăçламанни ытларах палăрма пуçларĕ: илнĕ укçа-тенке вăхăтра тавăрмаççĕ, процентсене тÿлемеççĕ. Çавна май банкăн, кредит организацийĕн парăмсене шыраса илес тĕллевпе ирĕксĕрех суда кайма тивет. Иртнĕ çул çеç район сучĕн судйисем 340 гражданла ĕçе тишкернĕ, банксен тата кредит организацийĕсен ыйтăвĕсен пысăк пайне тивĕçтернĕ.
Кредит илнĕ чухне килĕшÿ çине заемщиксемпе пĕрле поручительсем те алă пусаççĕ. Вĕсем банк тата кредит организацийĕ умĕнче заемщиксем пекех яваплă - енчен те заемщик илнĕ укçа-тенке тата процентсене тавăрса параймасть пулсан, уншăн çак суммăна поручительсем тÿлемелле. Çавăнпа алă пусас умĕн вĕсенчен çакна ыйтасшăн: «Эсир заемщикшăн явап тытма хатĕр-и; Унăн тăкакĕсене саплаштарма сирĕн укçа-тенкĕ çителĕклĕ-и;»
Шухăшласа пăхăр.
Г.ЧЕРНОВА,
район сучĕн председателĕн пулăшаканĕ.