23 марта 2016 г.
Шупашкарта сахал йышлă халăхсене патшалăх пулăшăвĕ парас ыйтусемпе улттăмĕш культура форумĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Культура министерствин Туризм тата регионсен политикин департаменчĕн директорĕ Ольга Ярилова, Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ Алла Салаева тата федерацин Атăлçи, Çĕпĕр, Урал, Çурçĕр Кавказ округĕсен представителĕсем хутшăннă.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2004 çулта Чăваш Ене килсен «Нацисемпе конфессисен хушшинчи тăнăçлăх» темăпа иртнĕ «çавра сĕтелте» тухса калаçнинчен:
- Пĕр шухăшласан, Атăл тăрăхĕ çĕршывăн питĕ канăçсăр регионĕ пулмалла пек. Çапах конфессисемпе этноссем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнма пултарнипе паян вăл пĕтĕм Раççейшĕн тĕслĕх. Федерацин Атăлçи субъекчĕсен ертÿçисен ăслă-тăнлă политикинчен те çакă нумай килет.Çапах тĕп никĕс - çак тăрăхра пурăнакан тĕрлĕ халăх пĕр-пĕрне, пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисеплеме пĕлни. Чăваш Енре тĕрлĕ халăх культури тĕвĕленсе пĕр-пĕрне татах та пуянлатни уйрăмах сисĕнет. Кунта пĕтĕмпех пĕр тĕвĕре, пĕр-пĕринпе пĕр çыхăра.
Ахальтен суйласа илмен Чăваш Ене. Пирĕн тăрăхри тĕрлĕ халăх çыннисем туслă пурăнаççĕ, вĕсен хушшинче яланах тăнăçлăх хуçаланать. Çав вăхăтрах республика миграци юхăмĕсемпе пуянлансах пырать, регион урлă пысăк çулсем иртеççĕ.
Чăваш Республикинче 128 наци çынни пурăнать. Вĕсенчен чи пысăк йышлисем - 4 халăх: чăвашсем - 67,7 процент, вырăссем - 26,9 процент, тутарсем - 2,8 процент, мордвасем - 1,1 процент, ытти халăх çыннисем - 1,5 процент. Паянхи куна республикăра 16 халăхăн шăпипе кăсăкланакан наци культурисен 34 пĕрлешĕвне шута илнĕ.
Кашни халăх хăйнеевĕрлĕхĕпе пуян. Михаил Игнатьев сумлă мероприятие хутшăннă май çапла каланă:
- Чăваш Енĕн чи пысăк пуянлăхĕ - унăн çыннисем, вĕсен культура тĕрлĕ енлĕхĕ, çитĕнĕвĕ. Патшалăх политикине те çынна, уйрăмах çамрăксене, аталантарнине тĕпе хурса пурнăçласа пыратпăр. Тĕп тĕллев - Чăваш Енре пурăнакан кашни халăх çынни хăйне тăван килĕнчи пек туйтăр, çавна май вĕсен наци уявĕсене йĕркелеме условисем туса паратпăр, пысăк мероприятисем ирттерме грантсем парса пулăшатпăр. Чăвашсем Акатуйра савăнаççĕ пулсан, тутарсем - Сабантуйра, ытти халăх - хăйсен наци праçникĕсенче...
Форума хутшăннисем сахал йышлă халăхсен культурине сыхласа хăварассипе тата аталантарассипе çыхăннă ыйтупа влаç органĕсен, ăслăлăхпа тĕпчев институчĕсен умĕнче тăракан тĕллевсене тишкернĕ.
Хăнасем Чăваш Ен мероприятие çÿллĕ шайра йĕркеленине, федераци тата регион шайĕнче йышăннă культура, наци программисене пурнăçа кĕртме мĕнпур условисем пуррине палăртнă, çавăн пекех вĕсем «Нарспи» мюзиклпа, Хĕрлĕ тÿремре йĕркеленĕ наци кухнин «Туслă çемьере» фестивальпе кăмăллăн паллашнă.
Хаклав
А.АЛЕКСАНДРОВА, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи:
- Пирĕн республикăра тĕрлĕ вак халăха патшалăх пулăшăвĕ парас ыйтусемпе культура форумне йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта район делегацийĕ те хутшăнчĕ. Ытти регионсен наци культурипе, йăли-йĕркипе паллашма питĕ кăмăллă пулчĕ. Пирĕн районта та тĕрлĕ халăх çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ. Тутарпа чăваш, вырăспа чăваш е тата чăваш хĕрĕсем тата ытти халăх çыннисемпе пĕрлешнисем сахаллăн мар.
Н.РОМАНОВА, районти тĕп библиотека директорĕ:
- Форумра диаспорăсене аталантарассипе тата упраса хăварассипе, культурăн пахалăх шайне ÿстерессипе пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарчĕç. Халăхсен туслăхĕ çирĕп пулсан тĕнчере тăнăçлăх хуçаланатех.