23 марта 2016 г.
Хĕрлĕçырти культура çуртĕнче 1989 çултанпа тăрăшать Зинаида Тихонова. Çак çулсем хушшинче ял çыннисен канăвне интереслĕ те хаваслă йĕркелессишĕн чунне парса вăй хурать. Вăл пуçарнипех ялта юрлама юратакан хĕрарăмсен «Палан», ачасен «Веснянка» ташă ушкăнĕсем, «Тĕрлĕ тĕслĕ вĕт шăрçа» кружоксем ĕçлеççĕ. Зинаида Ильинична «Алмантай» фольклор ушкăнĕн членĕ те.
Ача чухнех юрă-ташăра ăста пулнăскер культура ĕçĕнче вăй хума йывăрах пулмарĕ ăна. Ĕмĕрне тăван тăрăхпа çыхăнтарма тĕв тытнăскер, кирек мĕнле шанса панă ĕçе те тивĕçлипе пурнăçлать.
Тип Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр вăтам шкул пĕтерсен Патăрьелĕнче ветеринари фельдшерне, унтан Вăрнарти ялхуçалăх техникумĕнчен зоотехника вĕренсе тухрĕ. 1978-1980 çулсенче районти ветеринари лабораторийĕнче ĕçлерĕ.
Тăрмăш каччипе - Александр Тихоновпа çемье çавăрсан икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнелерĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕ аслă пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тухнă.
Шăпа ялхуçалăх ĕçĕнчен культура сферине илсе çитернĕшĕн пĕрре те кулянмасть Зинаида Ильинична. Тăван ял çыннисемпе яланах юнашар, выльăх-чĕрлĕх пăхакан е çĕр ĕçченĕ ĕçрен ывăнса таврăнать, вăл вĕсем валли тĕрлĕ мероприяти йĕркелет, тĕлпулăва ĕçчен те маттур ял çыннисене чĕнет. Культура ĕçне тĕплĕнрех те тарăнрах пĕлес тесе çулне пăхмасăр Çĕрпÿри культура училищине вĕренме кĕчĕ. Режиссер специальноçне алла илчĕ. Вĕреннин усси пурах. Халĕ ачасемпе тĕрлĕрен спектакльсем хатĕрлет. Хăй те тĕрлĕ сăнарсене артистран кая мар вылять. 2012 çулта вăл «Тăрăм ял тăрăхĕнчи чи лайăх культура ĕçченĕ» ята тивĕçрĕ.
Зинаида Ильинична Хĕрлĕçыр библиотекинчи чи хастар вулакан та. Унсăр библиотекăри пĕр мероприяти те иртмест. Вăлах «Манăн çемье» клуб членĕ. Унăн ачисем кăна мар, кинĕсемпе мăнукĕсем те кĕнеке вулама юратаççĕ. Асламăшĕ мĕн пĕчĕкрен мăнукĕсене библиотекăпа паллашма çавăтса килет.
Зинаида Ильинична ытларах поэзипе кăсăкланать. Вăл хăйĕн сăввисенче чунне уçать. «Поэзи вăл - чун-чĕрене ыраттарса сиплемелли эмел пекех туйăнать. Тепĕр чухне пĕрер йĕрке сăвă çыратăн та, шăрăх кун çăл шывне сыпкăмăн-сыпкăмăн ĕçсе илнĕ пек лăштах пулатăн. Чун-чĕрери сурансене сиплеççĕ сăвăсем», - тет вăл.
Унăн чун туртăмĕ - юратнă ĕçре киленĕç тупса ял çыннисене культура çуртĕнче иртекен мероприятисене явăçтарасси, тĕрлесси, хушпу е тухья ăсталасси, авалхи йăла-йĕркене, алĕç-не çамрăксене вĕрентсе хăварасси. Хисеплĕ ĕçтешĕмĕр чечексем ÿстерме кăмăллать. Килĕнче те, ĕçре те унăн темиçе тĕрлĕ чечек ешерет. Çын пурнăçне чечекпе танлаштараканскер, çынсемпе пĕр чĕлхе тупса пурăнма тăрăшать.
Елена КАПИТОНОВА,
библиотекарь.