23 марта 2016 г.
2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне ирттерме республикăра 565 çыравçăна явăçтарма палăртнă. Росстат вĕсене 255 планшет уйăрса парать.
Çапла майпа çыравçăсем информацие тÿрех планшета кĕртме - электронлă документ хатĕрлеме пултараççĕ. Паллах, информацие ятарлă хут çине çырассине те хирĕçлемеççĕ. Апла пулин те планшетпа усă курса электрон мелĕпе хатĕрленĕ документсене шутлама ансатрах, ĕçĕ те хăвăртрах пулать.
Сăмах май, юлашки хут 2006 çулта иртнĕ ялхуçалăх çыравĕн ĕçне районти 61 çынна явăçтарнă. Кăçалхи çырава 24 çын хутшăнать. Çав шутра 3 инструктор, 21 çыравçă пулмалла.
Л.ГОРШКОВА,
çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекен районти уполномоченнăй.