25 февраля 2016 г.
Ĕнер район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ялхуçалăх çыравне районта хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ çырав комиссийĕн анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - ялхуçалăх çыравне районта хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ районти комисси председателĕн çумĕ Леонард Левый ертсе пынă.
Аса илтеретпĕр: 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен çĕршывра Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ пырать. Ларура Леонард Левый çырава хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарчĕ, çыравăн тĕп тĕллевĕсем çинчен аса илтерчĕ. Вĕсем çаксем: ялхуçалăх структури тата вăл мĕнле шайра пулни, унăн ресурс потенциалĕ тата унпа мĕнле усă курни çинчен официаллă статистика информацийĕ хатĕрлесси; ялхуçалăх субъекчĕсем çинчен тĕплĕ характеристика пуçтарасси; муниципалитет пĕрлешĕвĕсем тăрăх даннăйсем хатĕрлесси тата ытти те.
«Хупăннă ялхуçалăх предприятийĕсен, уйрăм предпринимательсен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕсене право тĕлĕшĕнчен йĕркене кĕртес тĕлĕшпе районта мĕнле ĕçлесе пыни çинчен» ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов тата район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова тухса калаçрĕç. Петр Тремасов палăртнă тăрăх, районта саланса кайнă хăш-пĕр ялхуçалăх предприятийĕсем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, уйрăм предпринимательсем пур. Вĕсем çинче çĕр лаптăкĕсем шутланса тăраççĕ, усă куракансем урăххисем. Çак лаптăксене чăннипех унпа усă куракансем çине куçармалла, ялхуçалăхĕнче усă куракан çĕр лаптăкĕсен структурине тĕплĕн палăртмалла.
Марина Павлова палăртнă тăрăх, районта çĕр лаптăкĕ 57 762 гектар йышăнать. Ялхуçалăхĕнче усă куракан çĕр лаптăкĕ 50,2 пин гектарпа танлашать. 32 пин гектарĕ - пай çĕрĕсем е ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен 63 проценчĕ.
Çĕрĕн пысăк пайĕ уйрăм тата юридика сăпачĕсенчи харпăрлăхра тăрать.
Районта ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене право тĕлĕшĕнчен çирĕплетес ĕç пырать. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен йышне кĕрекен, пай çĕрĕ шутланакан 89 процент çĕр лаптăкне харпăрлăха илсе регистрациленĕ. Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче çак кăтарту 95 процентпа танлашать.
Районĕпе усă курман 2116 пай çĕрне /4,6 пин гектар/ тупса палăртнă. Район сучĕн решенийĕсемпе ял тăрăхĕсене усă курма панă. Çавăн пекех ял тăрăхĕсен харпăрлăхне 103 пай çĕрне /234 га/ уйрăм çынсем илме килĕшмен пай çĕрĕсене те панă.
Ял тăрăхĕсем хăйсен тата патшалăхăн 223 çĕр участокне /12 235 га/ усă курма ялхуçалăх предприятийĕсене, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене арендăна панă, çакăн çинчен килĕшÿсем çырнă.
Халăха Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ çинчен информаципе ăнлантару ĕçĕсене мĕнле йĕркелени çинчен «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Алексеев тата Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов паллаштарчĕç. Хаçат страницисенче çырав ыйтăвĕсемпе 2013 çул вĕçĕнчен пуçласа статьясемпе корреспонденцисем, интервьюсемпе заметкăсем пичетленсе пыраççĕ. Вĕсенче çырав тĕллевне, пĕлтерĕшне уçса параççĕ, туса ирттерекен мероприятисем çинчен çырса кăтартаççĕ. Елчĕк ял тăрăхĕнче те ăнлантару ĕçĕсене календарь планĕпе, ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пыраççĕ. Канашлура ялхуçалăх çыравĕ çинчен граждансен пухăвĕсенче ăнлантарса парассине йĕркелеме, ку енĕпе ял тăрăхĕн сайтĕнче йĕркеленĕ баннерпа анлăрах усă курма сĕнчĕç.
Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи эксперт специалисчĕ Людмила Горшкова районти халăх ялхуçалăх çыравĕсене анлă хутшăннине, çыравсем ялсенчи адрес хуçалăхне лайăх йĕркелеме пулăшнине палăртрĕ.
Леонард Левый Турра ĕненекенсем хушшинче ялхуçалăх çыравĕ ирттересси пирки ăнлантару ĕçне йĕркеленин пĕл-терĕшĕ пысăккине палăртрĕ. Февралĕн 22-мĕшĕнче район администрацийĕнче Канаш тата Тăвай епископĕ Стефан Преосвященнейший районти тĕн канашĕн членĕсемпе тĕл пулнă чухне ыттисемпе пĕрле çак ыйтăва та хускатнă. Вăл Турра ĕненекенсем çĕршывра пулса иртекен мероприятисене, çав шутра ялхуçалăх çыравне хутшăнма тивĕçлине палăртса каланă.
Канашлура Елчĕк районĕнче ялхуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес тĕ-лĕшпе йĕркеленĕ комиссин 2016 çулхи мероприятисен планне тата ĕç планне çирĕплетнĕ.