Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Елчĕк ен» хаçат çăмăллăхпа усă курать

25 февраля 2016 г.

Раççейĕн Çыхăнупа коммуникаци министерстви 2016 çулхи иккĕмĕш çур çулта регионти массăллă информаци хатĕрĕсене çырăнтармалли хаксене пăхса тухнă. Эксперт канашĕ «Раççей почти» çырăнтаракан хăш-пĕр хаçат-журналсен хакне 15 процент йÿнетнĕ. Çăмăллăхсене вулакансен хисепне çĕнсе илнĕ хаçат-журнал çеç тивĕçнĕ. Çав шутра пирĕн «Елчĕк ен» хаçат та.

Çакна палăртмасăр иртме çуках: 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулти хаçат-журнал çырăнтармалли тапхăрта республикăри тăватă издание кăна /телейлисен йышне «Елчĕк ен» хаçат та кĕнĕ/  йÿнетнĕ хакпа çырăнтарнăччĕ. «Елчĕк ен» ытти район хаçачĕсенчен чи йÿнниччĕ.

А.ИВАНОВ,  Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ:

- Пирĕн республикăра хаçатсемпе журналсен пысăк ушкăнĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ массăллă информаци хатĕрĕсен йышне кĕни савăнтарать. Çакă пирĕн пичет изданийĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çутатни кăна мар, эксперт пĕрлешĕвĕсен требованийĕсене пурнăçланине те çирĕплетет. Енчен те 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулта «Раççей почти» хаçата вулакан патне çитернĕ çĕрти çăмăллăхсене регионти 4 хаçата 15 процент чакарнăччĕ пулсан, иккĕмĕш çур çулта 32 издани çак çăмăллăха тивĕçрĕ. Ку вăл пысăк çитĕнÿ!

Çакă Чăваш Республикинчи кашни çемьене юратнă хаçат-журнала çырăнса илме май парасса шанатăп.

Н.КРАСНОВА, Çĕнĕ Пăвари почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ:

- Хаçат хакне чакарни кашни пуса шутлама хăнăхнă ял çыннишĕн  питĕ аван. Пирĕн тăрăхра район хаçатне  питĕ кĕтеççĕ, юратса вулаççĕ.

Н.АЛЕКСЕЕВА, Курнавăшри почтальонка:

- Кÿршĕллĕ районсемпе танлаштарсан «Елчĕк ен» кăçалхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма чи йÿнни пулчĕ. Хаçатăн содержанийĕ пуян, икĕ тĕспе тухнăран илемлĕ те.  Район хыпарçи - ял çыннисемшĕн чун апачĕ. Вулакансем район хаçатне валеçнĕ кунсене мана урама тухса кĕтсе илеççĕ. Ăна 100 ытла çемье илсе тăрать. Çырăнакансен йышĕ çулсерен ÿссе пырать.     

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика