25 февраля 2016 г.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕçе тухăçлă йĕркелес тесен çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнин пĕлтерĕшĕ пысăк.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине юлашки çулсенче уйрăмах пысăк тимлĕх уйăракан Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕнче кăçал пăру тата сысна витисене реконструкци тума тата строительство ĕçĕсене пурнăçлама пурĕ 9 миллион тенкĕлĕх, Андрей Севриков фермер çемье ферми йĕркелеме 20 миллион тенкĕлĕх, «Энтепе» ООО пăру витине реконструкци тума 20 миллион тенкĕлĕх инвестици хывма палăртаççĕ. «Сатурн», «Труд» ялхуçалăх производство кооперативĕсенчи, «Энтепе» ОООри фермăсенче те кăçал пысăк ĕçсене йĕркелесе яма палăртаççĕ.