25 февраля 2016 г.
«Анне мана мăкшăна качча парас тет...», - юрлаттăмăр çамрăк чухне шÿтлĕ юрă. Ун чухне шутлама та пултарайман манăн упăшка мăкшă пулассине.
Вĕреннĕ чухне паллашрăмăр та çемье çавăртăмăр. Халĕ иксĕмĕр те, ачасем те виçĕ чĕлхепе калаçатпăр. Ĕçре - вырăсла, килте ара - чăвашла та мăкшăлла. Саранскра чылай çул пурăннă хыççăн анне пĕччен тăрса юлнăран эпĕ çуралса ÿснĕ тăрăха таврăнтăмăр. Ачасем хуларах юлчĕç. Вĕсем çемьеллĕ ĕнтĕ.
25 çул хушшинче мăкшăна качча тухнăшăн пĕрре те ÿкĕнмен. Нацирен килмест çын кăмăлĕ. Пĕр-пĕрин хушшинчи ăнлану, юрату пулсан çемье çирĕп пулатех.
Маларах аса илнĕ юрра малалла тăсса çепĕççĕн кăна: «Каятăп мăкшăна, саватăп мăкшăна...», - тесе шăрантаратăп.
В.КИРДЯШКИНА.