Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен туристсене тарават

19 марта 2016 г.

Чăваш Ен туристсене тарават

Юлашки çулсенче шалти туризм - çĕршывăмăр аталанса пыракан экономика тытăмĕсенчен пĕри. Ăна вăйлатса пырасси Раççей Федерацийĕн хальхи вăхăтра йĕркеленекен приоритетлă тĕллевĕсен шутне кĕни унăн пĕлтерĕшне тата çĕклет. 2015-2016 çулсенчи хĕл тапхăрĕнче кăна туризм юхăмĕ 10 процент ÿснĕ, çулталăк вĕçленнĕ тĕле, малтан палăртнă тăрăх, ÿсĕм 40 процент патнех кармашма пултарать.

Чăваш Енре иртнĕ регионсем хушшинчи «Чĕрĕ уроксем». Туроператорсемпе вĕренÿ учрежденийĕсем пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесси» экскурсипе туризм конференцине Раççейĕн 18 регионĕнчи, Китай Халăх Республикинчи культура, туризм тата вĕрентÿ сферинчи специалистсем килнĕ. Ытахальтен суйласа илмен пирĕн республикăна. Чăваш Ен Раççейре пуçарнă «Чĕрĕ уроксем» экскурси-вĕренÿ проектне хутшăнакан виçĕ регион йышне кĕнĕ.

Ача-пăча туризмĕн вĕрентÿллĕ проектне ĕçе кĕртессипе регионсен хушшинчи пĕрремĕш конференцие Чăваш Енре ирттерни Раççей Президенчĕ В.Путин пирĕн республикăна туризма аталантарма меллĕ тăрăх пек курнипе пĕрлех  нумай пулмасть хута кайнă «Чĕрĕ уроксем» кăна чăннипех ăнăçлă кăтартусем парасса шаннипе те çыхăннă.

Конференци К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче уçăлнă. Влаç органĕсен, медицина тата вĕренÿ учрежденийĕсен, туроператорсен çыхăнуллă ĕçне йĕркелес, курав объекчĕсемпе кадрсене хатĕрлес тĕллевлĕ мероприятие республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Вăл Чăваш Енре мĕн авалтан тĕрлĕ халăх /128 наци, 8 этнос/ представителĕсем туслăн, килĕштерсе пурăннине, вĕсен ĕмĕртен-ĕмĕре упранакан культури туристсене илĕртмелли чăн пуянлăх пулнине, унпа хальхи вăхăтра инвестицисем илсе килме май пуррине палăртнă.

- Республикăра нефть, газ çук пирĕн. Пирĕн чи пысăк пуянлăх - ăслă та ĕçчен çынсем, талантлă та мал ĕмĕтлĕ ачасем. Çавăнпа та туризма аталантарас енĕпе те халĕччен усă курман майсене кĕç-вĕç хута ярасса шанатăп. Агротуризмах илер. Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци илетпĕр пулсан унпа мĕншĕн хăнасене сăйлас мар? - палăртнă Михаил Васильевич.

РФ Правительстви çумĕнчи Аналитика центрĕн ертÿçин канашçи Нурали Резванов «Чĕрĕ уроксем» проекта пурнăçа кĕртессипе Чăваш Ен лидер пуласса, хăйĕн тĕслĕхĕпе ытти регионсене явăçтарасса шаннине палăртнă.

Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ, «Чăваш Ен чĕрĕ урокĕсем» программăн модераторĕ Алла Салаева пурнăçлама пуçăннă проект çитĕнекен ăру представителĕсене чăн-чăн патриот пулма, тĕрлĕ предметпа пĕлĕве тарăнлатма, пулас професси тĕлĕшпе шухăш-ĕмĕте уçăмлатма, тăван халăх пуянлăхне хаклама ырă витĕм кÿрессе çирĕп ĕненнине палăртнă.

Конференцире Раççей, Чăваш Ен туроператорĕсем, санаторисемпе кану базисен, пансионатсен представителĕсем хутшăннипе ĕçлĕ калаçу-курав иртнĕ. Туризм тытăмĕнче тăрăшакансем делегатсене кăсăклантаракан мĕнпур информаципе тивĕçтернĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. «Чăваш Енĕн чĕрĕ урокĕсем» программине кĕнĕ объектсенче - Чăваш наци музейĕ, Трактор историйĕн, Чăваш тĕррин музейĕсем, Андриян Николаев космонавт Мемориал комплексĕ, Хытă каяшсен полигонĕ - ăсталăх класĕсем иртнĕ.

 

Хаклав

С.Голубева, Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн заведующийĕ:

- Ача-пăча туризмне федераци шайĕнче çĕклени, «Чĕрĕ уроксем» проект шăпах тăван республикăра иртни, унта эпĕ те хутшăнма пултарни савăнăç кÿрет. Ачасем мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршыва юратса, унăн историне пĕлсе, хакласа ÿсни, хамăрăн культурăпа мăнаçланни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Елчĕк шкулĕн пуçламăш класĕсенче вĕренекенсем пирĕн музея килсен епле мăнаçланса тухса кайнипе, нумай пĕлессишĕн тăрăшса район историйĕпе çыхăннă ыйтусем панипе хăпартланатăп. Апла пулсан музейра ирттернĕ уроксем ачасен асĕнче ытларах юлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика