19 марта 2016 г.
Мартăн 16-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.
Унта Чăваш Республикин экономикăпа социаллă пурнăçĕн 2015 çулхи аталанăвне тата 2016 çулхи тĕллевсене, Чăваш Республикинче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли мероприятисене, çурхи шыв-шур тапхăрне хатĕрленес, ялсен, организацисемпе предприятисен территорисене тасатас, тирпей-илем кĕртес ыйтусене тишкернĕ. Çавăн пекех çитес вăхăтра уй-хирти çурхи ĕçсене пурнăçлассипе тумалли тĕллевсене те палăртнă.
Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулнă, пĕрле Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркинчи ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Ун хыççăн Светлана Петровăпа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Леонард Левый Аслă Таяпа ял тăрăхĕн активĕпе, Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕпе тĕлпулу ирттернĕ.
Март уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей Правительствин Председателĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн ертÿçи Дмитрий Медведев Чăваш Енре пулнă май, республика аталанăвĕ ăнăçлă пулнине палăртнă. Малашне те çак çул-йĕре тивĕçлипе тытса пырасси Чăваш Енĕн ертÿлĕхĕн тĕп тивĕçĕ пулнине пĕлтернĕ Светлана Владимировна. Ял çыннисем сиксе тухакан çивĕч ыйтусене татса парассипе паха сĕнÿсем панă.
Çурхи кунсем çитсен ĕçсем те нумайланаççĕ. Çивĕч ыйтусенчен пĕри - республикăра, районта çурхи шыв-шур тапхăрне пăтăрмахсемсĕр ирттерсе ярасси. Синоптиксем палăртнă тăрăх, вăл иртнĕ çулсенчи евĕрлех пулмалла. Çапах та асăрхануллă пулни пăсмасть. Çавăнпа ял çыннисемпе тĕл пулнă май, Светлана Петрова Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи пĕвесене куллен пăхса тăма кирлине, инкек-синкеке сирсе яма хатĕр пулмаллине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех тирпей-илем кĕртессипе те ĕçлемеллине палăртрĕ.
Педагогсемпе калаçнă май, Светлана Петровăпа Леонард Левый вĕренĕвĕн республикăри, районти тытăмне аталантармалли малашлăх çул-йĕр çинче чарăнса тăнă.
Пĕрлехи информаци кунĕнче Курнавăш ял тăрăхĕнче пушар профилактикин кунĕ иртнĕ. Мероприятине пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Александр Сайкин, Елчĕкри пушар хурал чаçĕн ертÿçи Василий Григорьев, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вера Турхан хутшăннă.
Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕпе, ял активĕпе ирттернĕ тĕлпулусенче çурхи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пурнăçласа пымалли çинчен калаçу пынă, огнетушительпе тата пушар сÿнтермелли ытти хатĕрсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн Çĕнĕ Пăвари уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче пулса вĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене мĕнле пăхăннипе паллашнă, асăрханă çитменлĕхсене пĕтерме сĕнÿсем панă.
Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем ялсенче çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
А.КАРЛИН.