Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра - вăхăт ыйтакан чĕнÿсем

19 марта 2016 г.

Пĕрлехи информаци кунĕнче тишкернĕ тĕп ыйтусенчен пĕри - Чăваш Республикин экономикăпа социаллă пурнăçĕн 2015 çулхи аталанăвĕ тата 2016 çулхи тĕллевĕсем. Вĕсем пирки Чăваш Енĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумне Светлана Владимировна Петровăна паллаштарма ыйтрăмăр.

- Светлана Владимировна, çулталăк вĕçленнĕ хыççăн тунă утăмсем çинчен чарăнса тăма вăхăт. Мĕнле хакланă пулăттăр Чăваш Енĕн иртнĕ çулхи аталанăвне?

- Экономикăн иртнĕ çулхи кăткăс лару-тăрăвĕнче те Чăваш Енре пурăнакансем йывăрлăхсем умĕнче алă усмарĕç. Тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркеленине, экономикăн малашлăхлă енĕсене аталантарнине пула малаллах утатпăр. Ют патшалăхсенчен илсе килекен таварсем вырăнне кирлĕ продукцие хамăр патăмăртах кăларассине йĕркеленĕ. «Хĕвел», «Экоклинкер», «Инноваци технологийĕсен завочĕ» ОООсен тата ытти вуншар предприятисен ят-сумĕ пысăк. Инвестици хывасси, агропромышленность комплексĕ, строительство тата ытти отрасльсем вăй илсе пыраççĕ. Республикăра пĕлтĕр хими таварĕсем туса кăларасси 10,7 процент, электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийĕ туса кăларасси 6 процент, ялхуçалăх производстви 7,9 процент ÿсни те республика аталаннине тепĕр хут çирĕплетет.

Елчĕк районĕн кăтартăвĕсем те курăмлă - промышленность производствин индексĕ 127,3 процентпа танлашнă. Уйрăмах районта ялхуçалăх отраслĕ ăнăçлă аталанса пырать - ахальтен мар 2015 çулта агропромышленность комплексне аталантармалли республикăри программăна пурнăçлас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн район кăнтăр зона тăрăх пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.

Республикăра та, Елчĕк тăрăхĕнче те экономикăсăр пуçне социаллă тытăма аталантарассипе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Вĕренÿ, культура, сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика ыйтăвĕсем те яланах тĕп вырăнта. Çакă республика, район ертÿлĕхĕ ĕç-хĕле пĕлсе, тивĕçлипе йĕркеленипе çыхăннă.

- Ăнăçăва, пурте пĕлетпĕр, çынсем туптаççĕ...

- Чăннипех çапла. Ахальтен мар Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче вăй-хала шеллемесĕр ĕçлекен, пысăк çитĕнÿсем тăвакан çынсене сума сунине, вĕсемпе мăнаçланнине, тивĕçлипех мухтаннине палăртрĕ. Çавăнпа кăçалхи çула Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă.

Пирĕн республикăра ĕç çыннине яланах уйрăммăн сума сунă. Кашни çулах май уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енри чи лайăх ĕç династийĕсене чыслаççĕ. Елчĕк тăрăхĕнче те ĕç çынни пысăк хисепре. Акă, Елчĕкри Тĕп лапамра ялхуçалăхĕнче, промышленноçра, экономикăпа финанс, вĕренÿпе сывлăх сыхлавĕн, муниципалитет службин, культурăпа спортăн отраслĕсенче палăрнă мухтавлă çынсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă Хисеп хăми пур. Кăçал Раççейри Кино, Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкне районта чаплăн уçнă чухне те ĕç династийĕсене мăнаçлăн, сумлăн чысласси тĕп вырăнта пулчĕ. Малашне те çак ырă пулăмсем чи малти вырăнта пуласса шансах тăратăп.

- Эсир, Светлана Владимировна, вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшнă май, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассипе тимлетĕр. Чăваш Ен аталанăвне хастар хутшăнма пултаракан ăрăва пăхса çитĕнтерессипе мĕн туса ирттерни çинчен кĕскен паллаштармăр-ши?

- Тĕп вырăнта - нацие сыхласа хăварасси, ачасене воспитани парса ÿстересси тата вĕсен таланчĕсене уçса парасси.

Шкулчченхи вĕренÿ çине республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Единая Россия» партин «Ача сачĕсене - ачасене» программине пурнăçласа 3 çултан аслăрах пепкесене ача сачĕсенче вырăнсемпе туллин тивĕçтернĕ. Халĕ кĕçĕнрех ачасен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе ĕçлесе пыраççĕ.

Çынна аталантараканни тата тивĕçлĕ воспитани параканни - шкул. Хуласемпе ялсенче хальхи йышши вĕренÿ тата лаборатори базиллĕ, ăста педколлективлă шкулсем йĕркеленĕ. Вĕсенче пахалăхлă пĕлÿ илме, унтан вĕренĕве профессипе техника вĕренĕвĕн, аслă пĕлÿ организацийĕсенче малалла тăсма май памалли условисем пур.

Демографин лайăх лару-тăрăвĕ шкулсен малашлăхне пысăк витĕм кÿрет. Çавна шута илсе республикăра çитес 10 çулта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 32 шкул, ялсенчи шкулсене тĕплĕ реконструкци тума палăртнă.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ шайне аталантарасси республикăн, районăн ертÿлĕхĕн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри шутланать. Çавна май ырă кăтартусем те начар мар. Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх Чăваш Енри 9 шкул Раççейри чи лайăх 500 топ шкул шутне, 12 ял шкулĕ, çав шутра Елчĕкри тата Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем, Раççейри чи лайăх 200 шкул шутне кĕнĕ. Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари вăтам шкул вара химипе биологи, биологипе географи профильлĕ Раççейри чи лайăх 100 шкул йышĕнче.

Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕрекенсен йышĕ те ÿссе пырать. Акă, районти Лаш Таяпари вăтам шкулти Андрей Павлов экологи предмечĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра 3-мĕш вырăн йышăннă, Раççей Президенчĕн премийĕн лауреачĕ пулса тăнă.

Пирĕн районта вĕренÿ тытăмĕнче палăрнисем питĕ йышлă. Çапах та иртнĕ çул Раççейри чи лайăх учительсен конкурсĕнче çĕнтернĕ Ираида Павловăна /Лаш Таяпари вăтам шкул/, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ Римма Парферьевăна /ачасен искусство шкулĕ/, республикăри «Чăваш Енĕн çулталăк учителĕ - 2015» конкурсăн «Вĕренĕвĕн чи лайăх проекчĕ» номинацин çĕнтерÿçине Елена Смирновăна /Курнавăшри вăтам шкул/, «Чăваш Енри чи лайăх учитель-дефектолог - 2015» конкурсăн çĕнтерÿçине Лариса Смирновăна /диагностикăпа консультаци центрĕ/ уйрăмах палăртса хăварасшăн. Çакăн пек пултаруллă çынсенчен тăрать те ĕнтĕ вĕренÿ тытăмĕ.

Калаçăва вĕçленĕ май, çакна палăртасшăн: пирĕн республикăра пурнăçа кĕртмелли ĕçсем, умра тăракан ыйтусем нумай. Малалла тухăçлă аталанассишĕн тăрăшасси кашнин таса тивĕçĕ тесе шутлатăп.

А.КАРЛИН калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика