19 марта 2016 г.
Диплома, премие тивĕçнĕ
Чăваш Республикин Спорт министерстви республикăри иртнĕ çулхи смотр-конкурссене пĕтĕмлетнĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче чаплă лару-тăрура чысланă.
Районти Ачасемпе çамрăксен А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен спорт шкулĕ /600 яхăн ача çÿрекен шкулсем хушшинче/ тăваттăмĕш хут республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавна май спорт шкулĕ /директорĕ Р.Григорьев/ диплома тата 20 пин тенкĕ хавхалантару укçине тивĕçнĕ.
Физкультурăпа спорт комплексĕсемпе лайăх усă курас тĕлĕшпе ирттернĕ конкурсра Елчĕксем тăваттăмĕш вырăнта. Ку кăтарту та начар мар.
Тенкĕ çумне тенкĕ
«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонĕ малалла пырать.
Пирĕн район çыннисем марафонра пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ. Хальлĕхе Елчĕксем ыркăмăллăх фончĕн счечĕ çине 153596,34 тенкĕ куçарнă. Чи харсăррисем - районти тĕп больница /40073 тенкĕ/, «Прогресс» АХО /10000 тенкĕ/, районти полици пайĕ /9000 тенкĕ/, Елчĕк шкулĕ /7733,34 тенкĕ/. Çавăн пекех «Комбайн», «Победа», «Сатурн», «Эмметево», «Яманчурино» хуçалăхсем, вĕренÿ учрежденийĕсем, организацисемпе ял тăрăхĕсем сăваплă ĕçе хăйсен тÿпине хывнă.
Конкурс хыççăн конкурс
Районти педагогсемпе воспитательсем хушшинчи «Çулталăкри вĕрентекен», «Çулталăкри воспитатель» конкурссем малалла пыраççĕ пулсан, «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурс район шайĕнче вĕçленнĕ.
Малтанхи тапхăрта унта 9 класс ертÿçи хутшăннă. Пиллĕкĕшĕ «Уçă дискусси» итог конкурсĕнче тупăшнă. Финалта Курнавăшри 11 классен ертÿçи Елена Светопольская, чи нумай балл пухса, мала тухнă.
Ентешĕн куравĕ - Хусанта
Çирĕклĕ Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Краснов художникăн куравĕ Тутарстан халăхĕсен туслăхĕн Хусанти çуртĕнче уçăлнă.
Этнографи темине мала хуракан ентеш куравне уçма ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан К.Яковлев, ЧНК президенчĕ Н.Угаслов тата Тутарстанăн паллă çыннисем хутшăннă. Ентеш выставкăна килнĕ çынсене хăйĕн ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă, «Хурăнварта» юрă шăрантарнă.
Шутлă кунсем юлнă
Чăваш Республикин Президенчĕн 1996 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи çамрăксен патшалăх премине парасси çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн, республикăра пурăнакан çамрăк граждансене тата çамрăксен коллективне /5 çын таран/ 50-шар пин тенкĕ парса хавхалантарма палăртнă.
Наука, техникăпа производство, вĕренÿпе воспитани тата çамрăксен политики, литература, культурăпа искусство, журналистика, сывлăх сыхлавĕ, тăван тавралăха хÿтĕлес ĕç, физкультурăпа спорт, ирĕклĕ ĕç-хĕл сферисенче тăрăшакан çамрăксен патшалăх премине илес тесен хăйсен ĕçĕсене апрелĕн 1-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 33 çурт, 35 кабинет.