Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура вучахĕ ялкăшса çуталсан

19 марта 2016 г.

Культура вучахĕ ялкăшса çуталсан

Районти культработниксем иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетме тата кăçалхи тĕллевсене палăртма Çĕнĕ Пăвари культура çуртне пуçтарăннă. Ытахальтен мар, паллах: пĕлтĕр тăрăшуллă пулнăран, ялти ырă кăмăллă çынсем пулăшнăран калама çук пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Уйрăмах Титовсен çемйи спонсорла пулăшу панине палăртса хăвармалла. Çавăнпа ыттисене кăтартмалăх çĕнелсе çуталнă культура çурчĕ. Куракансен залĕнче, фойере районти чи лайăх «Камбрэ» ташă ушкăнĕсен сăнÿкерчĕкĕсене пăхса киленетĕн. Ăна ушкăна чылай çул ертсе пыракан Д.Турхан асăнмалăх ăсталаттарнă. Çĕнетсе илемлетнĕ фойере çак тăрăхра пурăнакан ăстасен алĕç выставкисене йĕркеленĕ. Кунтах ялти фольклор ушкăнĕ тăванлăх юррисем шăрантарать. Икĕ аркăллă чăваш кĕписем тăхăннă, хитре тĕрленĕ саппун, тутăр çыхнă хĕрарăмсене пăхса ытармалла мар.

Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова районта культурăпа истори эткерлĕхне сыхласа хăварас тата аталантарас, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине, Литература тата К.В.Иванов çулталăкне халалланă мероприятисене çÿллĕ шайра ирттерсе яни çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Доклада сÿтсе явса районти тĕп библиотека директорĕ Н.Романова, Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн заведующийĕ С.Голубева, Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнчи информаципе методика пайĕн заведующийĕ М.Демьянова, Елчĕкри халăх театрĕн режиссерĕ В.Панкратова, Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕн заведующийĕ В.Доброхотов тата социаллă партнерсем тухса калаçнă.

Пухура район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин та культура ĕçченĕсен иртнĕ çулхи ырă та курăмлă ĕçĕсене палăртнă.

Раççейри Литература, Чăваш Енри К.В. Иванов çулталăкĕ районта калама çук ырă ĕçсем тунипе асра юлнă. Кашни ялти культура ĕçченĕ пуçарулăх кăтартма тăрăшнă.

Яланхиллех 2015 çулхи чи-чи хастар культработниксене палăртнă. «2015 çулхи чи лайăх библиотекарь» ята Çирĕклĕ Шăхалĕнчи библиотека заведующийĕ Н.Михайлова тивĕçнĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Курнавăшри Р.Горшкова библиотекарь«Çулталăкри чи лайăх библиотека» ята темиçе çул ĕнтĕ алăран вĕçертмест. Чунне парса ĕçлекен библиотекарьтен ыттисен ырă тĕслĕх илмелли пайтах. «Чи лайăх клуб ĕçченĕ» ята Елчĕкри халăх театрĕн режиссерĕ В.Панкратова, «Çулталăкри чи лайăх культура çурчĕ» ята Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ /заведующийĕ В.Доброхотов/, «Районти чи лайăх культура ĕçченĕ» ята Курнавăшри культура çурчĕн заведующийĕ П.Смирнов   çĕнсе илнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин пултаруллă культработниксене, ялсенчи культура ĕç-хĕлне алă тăсакан спонсорсене Тав хучĕсемпе, дипломсемпе чысланă.

Канашлу Çĕнĕ Пăва ялĕнчи юрă-ташă ăстисен чаплă концерчĕпе вĕçленнĕ. Паян ялсенче харпăр хăйĕн пултарулăхне аталантарма мĕнпур майсем пур. Çавăнпах сцена çинче район, ял тăрăхĕн депутатне, выльăх-чĕрлĕх пăхакана, учитель-пенсионера... курма питĕ хавас. Ырă çынна юрлани те килĕшÿллĕ. Юрласа-ташласа, пурнăçпа киленсе пурăнакан çыннăн кăмăлĕ  яланах уçă, килте те, обществăра та вăл культурăллă.

Юлашкинчен районтан килнисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Курнавăшри культура çуртĕнче Кино, Ĕç çынни çулталăкĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашнă.

/Хамăр корр./.

Сăнÿкерчĕкре: Çĕнĕ Пăвари «Шанчăк» фольклор ушкăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика