Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Завод аталанать

19 марта 2016 г.

Завод аталанать

«Елчĕкри сыр туса кăларакан завод» ОООна Руслан Каштанов ертсе пыма пуçланăранпа кунта лару-тăру лайăх енне улшăнни палăрать.

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче районти культура çуртĕнче иртнĕ районăн 2015 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвне пĕтĕмлетекен канашлура фойере йĕркеленĕ выставкăра «Елчĕкри сыр туса кăларакан завод» ООО продукчĕсем умĕнче халăх чылай вăхăт чарăнса тăчĕ. Выставкăра вара тĕрлĕ сортлă кефир, 2,5 тата 3,2 процентлă сĕт, хăйма, услам çу, тăпăрчă тăратнă. Çак продуктсене завод иртнĕ çул кăларма пуçланă, унăн ассортиментне вара ÿстерсех пырать. Хальлĕхе вăл завод çумĕнчи магазинта кăна сутăнать-ха. Сĕт-çу продукчĕсен хакĕсем ытти магазинсеннинчен йÿнĕрех. Заводра ĕçлекенсем каланă тăрăх, кунта тĕрлĕ сĕт-çу продукчĕсем кăларма тытăннине халăх пĕлменрен те таварçаврăнăшĕ хальлĕхе пĕчĕкрех.

Халĕ заводра реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Пĕтĕм оборудованине çĕнетеççĕ. Çак ĕçсем вĕçленсен продукци пахалăхĕ тата лайăхланасса, таварçаврăнăшĕ ÿсессе шанса ĕçлеççĕ заводра. Хальлĕхе туянакан сĕтĕн пысăк пайне сивĕтсе тĕрлĕ хуласене ăсатаççĕ. Районта туса илекен сĕтĕн пысăк пайĕ «Елчĕкри сыр туса кăларакан завод» ОООна килет. Хатĕрлевçĕсем завод сĕтшĕн вăхăтра укçан татăлнине, вăл шанчăклă партнер пулнине пĕлеççĕ.

Сăнÿкерчĕкре: Валентина Журавлева бухгалтер, склад заведующийĕ Венера Зайцева завод кăларакан продукципе паллаштараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика