Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Эпĕ те перекетлеме пулăшатăп!»

19 марта 2016 г.

Чăваш Республикин Строительство министерствин «Энергие перекетлекен центрĕ» шкул ачисем хушшинче «Эпĕ те перекетлеме пулăшатăп!» ÿкерчĕксен конкурсне йĕркелет. Унта 1-11 классенче вĕренекенĕсем хутшăнма пултараççĕ.

Ÿкерчĕксене кăранташпа, акварельпе, фломастерпа, гуашьпа ÿкерме е компьютерпа хатĕрлеме юрать. Хăй тĕллĕн, класс е вĕренÿ учреждени урлă ярса пама та юрать. Вĕсем 20х30 сантиметртан пĕчĕкрех мар, 30х40 сантиметртан пысăкрах мар пулмалла. Тепĕр енне ÿкерчĕк ятне, хушамат, ят, ашшĕ ятне, çуралнă кунне, миçемĕш класра вĕреннине, класс ертÿçин, шкул ятне, ăçта пурăннине тата çыхăнмалли телефон номерне çырмалла. Вĕренÿ учреждени урлă  пĕр çĕртен темиçе ÿкерчĕк те яма юрать.

Суйласа илмелли темăсем: «электроэнерги перекетлетĕп», «ăшă перекетлетĕп», «шыв перекетлетĕп», «газ перекетлетĕп», «мотор топливи перекетлетĕп». Конкурса икĕ ушкăнра пĕтĕмлетеççĕ: 1-4 тата 5-11 классем хушшинче. Ÿкерчĕксене апрелĕн 30-мĕшĕччен ярса памалла. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, парнесемпе чыслаççĕ.

Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Ленинградская урамĕ, 33 çурт, телефон номерĕ: 8 /8352/62-10-22, е-mail, energozhkh@cap.ru.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика