19 марта 2016 г.
Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕн председателĕнчен Валерий Падуевран иртнĕ çулхи тата хальхи тапхăрти, çураки умĕнхи ĕç-хĕл çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăмăр.
- Эсир, Валерий Петрович, 2015 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе кăмăллă-и?
- Производство кăтартăвĕсемпе укçа-тенкĕ тупăшĕ кашни çул ÿссе пыни ялхуçалăх предприятийĕнче тăрăшакансене хавхалантарать анчах мар, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртме те хистет.
Ялхуçалăх продукцийĕсене туса илсе сутнинчен ялхуçалăх предприятийĕн кассине 2015 çулта 30609 пин тенкĕ, виçĕм-çулхипе танлаштарсан, 9 миллион тенке яхăн ытларах пырса кĕнĕ. Таса тупăш 8017 пин тенкĕпе, усă куракан 1 гектар çĕр пуçне шутласан 4755 тенкĕпе танлашрĕ. 2014 çулхипе танлаштарсан, таса тупăш - пĕтĕмпе, усă куракан кашни гектар пуçне шутласан та - виçĕ хута яхăн пысăкрах. Ялхуçалăх продукцийĕсене сутнинчен пулакан тупăш пайĕ ÿссе пыни - чи пĕлтерĕшли.
Аслă Елчĕкри çĕр ĕçченĕсем 988 гектар лаптăкра çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, иртнĕ çул пурĕ 20000 центнер, 2014 çулхинчен 1600 центнер ытларах пухса кĕртнĕ. Кĕр тыррисенчен малтан палăртса хунă чухлĕ тухăç алла илейнĕ пулсан пÿлмесенче тыр-пул тата ытларах пулма кирлĕччĕ. Апла пулин те эпир хамăртан ытлашши 9000 центнера яхăн тĕш тырра пурĕ 5908 пин тенкĕлĕх сутма та пултартăмăр. Таса тупăшĕ 1298 пин тенкĕлĕх пулчĕ.
- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пирки тĕплĕнрех чарăнса тăма пулĕ-и?
- 2015 çулта выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи пур кăтарту та - пĕтĕмпе аш-какай /ĕне, сысна ашĕ/, сĕт туса илесси, пĕр ĕнерен сĕт сăвасси, мăйракаллă шултăра выльăхсене, сыснасене пĕр талăкра ÿт хуштарасси, пăру, çура туса илесси 2014 çулхинчен пысăк пулчĕ. Кăçалхи 2 уйăхри кăтартусемпе те савăнатпăр. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 7 тонна ытларах аш-какай, 14 тонна нумайрах сĕт туса илме, пĕр ĕнерен 757 килограмм ытларах сĕт сума пултартăмăр.
Отрасль тухăçлă аталантăр тесен фермăсене паянхи пурнăç шайне тивĕçтерекен условисенче ĕçлеме хатĕрлесе çитермелле. Çакна шута илсе ытти çулсенчи пекех, фермăсенче пĕлтĕр те юсав ĕçĕсене нумай туса ирттернĕ. Сăвăнакан ĕнесене уçăлтарма кăлармалли вырăна - 1000 тăваткал метр лаптăкра бетон плитасенчен карта тытрăмăр. Йĕри-таврашне профильлĕ пăрăхсемпе тытса çавăртăмăр. Çăва тухсанах унта ĕне сумалли УДС станоксене вырнаçтаратпăр.
Ĕнесене пăрулаттаракан уйрăмри пысăк ĕçсене те вĕçлесе пыратпăр. Ĕне выльăхсене паян-ыранах кунта куçарма хатĕрленетпĕр. Сысна ферминчи çăвăрлаттаракан витене тĕпрен реконструкци туса хута янăранпа шăпах пĕр çулталăк çитрĕ. Малтанхипе танлаштарсан, халĕ кунта та ĕç условийĕсем лайăх. Хăтлă витери çурасем сывă та тĕреклĕ çитĕнеççĕ. Кунта ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыма май паракан ытти çĕнĕ технологисемпе те туллин усă куратпăр. Çавна май сыснасен хисепне тата ÿстеретпĕр. Халĕ фермăра иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 121 пуç ытларах, пурĕ 816 пуç сысна шутланать. Сăмах май, ялхуçалăх предприятийĕнче мăйракаллă шултăра выльăхсен, çав шутран сăвăнакан ĕнесен хисепĕ те ытларах. Йышлă выльăх-чĕрлĕхе халь усă куракан витесене вырнаçтарма та йывăрланса пырать. Çакна шута илсе кĕркунне çитиччен мăйракаллă шултăра выльăх самăртакан тепĕр витене хута ямалла.
- Фермăсене реконструкци тăвасси çине анчах мар, техника паркне çĕнетесси çине те пысăк тимлĕх уйăратăр. Çакăн пирки, Валерий Петрович, мĕн каланă пулăттăр?
- Уй-хирти ĕçсене агротехника хушнă чи лайăх вăхăтра пурнăçлакан, фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма пысăк пахалăхлă апат никĕсĕ хывса хăваракан малта пыракан ялхуçалăх предприятийĕсенче хальхи вăхăтра çĕнĕ йышши хăватлă техникăсемпе анчах усă кураççĕ. Çакна шута илсе эпир те техника паркне май пур таран çĕнетсе пыма тăрăшатпăр. Ĕçе тухăçлă йĕркелес тĕллевпе иртнĕ çул СЗ-5,4 йышши икĕ сеялка, тăш тырă çапса тĕшĕлекен тата выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнсем, МСЗ-90-20 йышши тырă тиекен тата ăна сăвăрса тасатакан техника туяннă пулсан, кăçал тырă аллакан машинăсене харăсах 3 единица кÿрсе килме, тырă пушатакан бункера çĕнĕрен тума палăртатпăр. Ун чухне йĕтемре тăрăшакан çынсен ĕç условийĕсем тата лайăхланĕç.
- Акана тухиччен те вăхăт нумай юлмарĕ. Ялхуçалăх предприятийĕнче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама тĕплĕн хатĕрленнĕ-и, механизаторсен кăмăл-туйăмĕ еплерех?
- Кĕр тыррисене апатлантарма тата черетлĕ çуракире усă курма пире 100 тоннăран кая мар минераллă удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те сахал мар кирлĕ. Эпир вĕсене палăртнă чухлĕ туянма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Лайăх вăрлăхсемпе анчах усă куратпăр, вĕсене пĕтĕмпех инспекцире тĕрĕслеттернĕ. Ÿсен-тăрана парка çитĕнме пулăшакан микроудобренисене, çумкурăксене, чир-чĕре хирĕç усă куракан гербицидсене те туянмасăр юлмастпăр.
Олег Патшин, Виталий Долгов механизаторсем шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларма пултаракан çынсем пулнине хăйсен кашни çулхи пархатарлă тĕслĕхĕпе çирĕплетсе параççĕ. Черетлĕ ака ĕçĕсене пурнăçлама хутшăнакан Петр Патшин, Виталий Хушкин, Игорь Чернов механизаторсен шухăш-кăмăлĕ те çирĕп. Пĕр шухăшлă уй-хир хуçисем ыран паянхинчен лайăхрах ĕçлессишĕн тимлени черетлĕ ялхуçалăх çулталăкĕ те ăнăçлăх кÿрессе шанса тăма хистет.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.