19 марта 2016 г.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче малашне капиталлă юсав ĕçĕсене пурнăçлас тĕллевпе республикăри фонда укçа-тенкĕ хывасси мĕнле пурнăçланать?
Чăваш Республикинчи строительство, архитектура тата коммуналлă çурт-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Олег Марков палăртнă тăрăх, çулталăк каялла нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли фонда кашни 3 çынран пĕри анчах укçа-тенкĕ хывнă пулсан, халĕ çакăн пек калаймăн. Çынсен ăнланулăхĕ, яваплăхĕ ÿсет.
Елчĕк районĕпе илес пулсан, 2015 çулта нумай хваттерлĕ çуртсен хуçисен 58 проценчĕ капиталлă юсав фондне укçа-тенкĕ куçарнă. Кăçалхи январь, февраль уйăхĕсенче çак ĕçе аванрах йĕркеленĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсене тума укçа-тенкĕ хывассине Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Çавна май, хăш-пĕрисем каланă пек, ăна тÿлемесĕр ниепле те пăрăнса юлаймăн. Федераци саккунне пурнăçласа фонд парăмçăсене суд тенкелĕ çине те лартма пултарать. Кăçал фонд капиталлă юсавшăн укçа-тенкĕ тÿлемен çемьесен тĕлĕшĕпе 1343 ÿпкев çырăвĕ /3,4 миллион тенкĕлĕх/ ярса панă, судьясенчен 14 тавăç пăхса тухма ыйтнă. Вĕсем 74 пин тенкĕ шыраса илме йышăннă.