19 марта 2016 г.
Çанталăк ăшăтса пынă май çырмасенче шыв тухрĕ. Çавна май асăрханулăх çинчен манмалла мар.
Часах çуркуннехи каникул çывхарать. Ача-пăча ытларах урамра, çырма-çатрара, улăхра выляма пултарать. Ашшĕ-амăшĕн ку чухне ачисене шыв хĕррине кайма юраманни çинчен тĕплĕн ăнлантармалла. Пăр кайнине пăхма та хăрушă. Çак тапхăрта пулă тытма каяссинчен те пăрăнмалла.
Кăçалхи хĕлле Чăваш Енре шывра пулнă пĕр инкеке регистрациленĕ. 39 çулхи арçын «морж» пулма хăтланнă. Вакă каснă çĕре чăмнă та каялла тухайман.
А.КЛЕМЕНТЬЕВ.