19 марта 2016 г.
Кăçалхи мартăн 14-23-мĕшĕсенче районта оперативлă профилактикăн «Парăмçă» мероприятийĕ иртет.
Административлă штраф - çынна тÿрĕ çул çине тухма май паракан айăплавсенчен пĕри. Анчах та çакна хăш-пĕри ăнланмасть, штраф тÿлемесĕр тепĕр хут саккунсене пăсма хăтланать. РФ КоАП 20.25 стат-йин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн, административлă штрафа вăхăтра тÿлеменшĕн унăн суммин икĕ хут чухлĕ штраф тÿлеттерме, 15 талăка административлă йĕркепе арестлеме е 50 сехете яхăн тĕп ĕçрен пушансан тÿлевсĕр ĕçлеттерме пултараççĕ. Суд кирек мĕнле йышăну кăларсан та, айăплавçăн малтан палăртнă административлă штрафа тÿлеме тиветех.
Парăмçăсене парăма вăхăтра тÿлеменшĕн тĕрлĕ начар пулăмсем кĕтеççĕ: вĕсене ют çĕршыва тухса кайма чараççĕ, банксенчен кредитсем илме ирĕк памаççĕ, çĕнĕ ĕçе йывăрпа вырнаçаççĕ, страховани компанийĕсемпе килĕшÿсем йĕркеленĕ май тĕп тариф ставкисене палăртнă чухне йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ.
В.МЕКШЕЕВ.