19 марта 2016 г.
Кашни çын çĕр çине таса чунпа çуралса килет теççĕ. Пурнăçра вăл мĕнлерех пуласси çынран хăйĕнчен килет. Сумлă çын вăл - кăмăллă, чипер, хисеплĕ те сăваплă çын. Çын сумлă пулни тыткаларăшĕнчен тата ĕçĕ-хĕлĕнчен курăнать. Унăн тивлечĕпе тараватлăхĕ ыттисене ырă витĕм кÿрет.
Кĕçĕн Таяпа ытла пысăк пулмасан та сумлă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри манăн юратнă вĕрентекен Михаил Петрович Скворцов.
Вăл 1960 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Петровка ялĕнче çуралнă, кунтах ÿснĕ. Аслă Таяпари вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Пĕлÿ илнĕ хыççăн 1982-1983 çулсенче Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи шкулта физкультура вĕрентекенĕ пулса ĕçлет. Кайран Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче директор çумĕ пулса тата физкультура вĕрентекенĕнче вăй хурать. 1989 çултан шкул директорне куçсан та вĕрентекен хăйĕн юратнă ĕçне пăрахмасть. Паянхи кун та вăл шкулта вăй хурать. Пирĕн шкул вăл тăрăшнипе районта спорт енĕпе чи вăйлисенчен пĕри шутланса тăрать. Ăмăртусенче унăн вĕренекенĕсем яланах малти вырăнсенче. Вĕсен хушшинче районти тата республикăри чемпионсем те пур. Унăн тав хучĕсем, дипломсем, грамотăсем, медальсем питĕ йышлă. Вăл хăй ĕçне питĕ юратать.
Михаил Петрович - тирпейлĕ, тарават, ĕçчен, тăрăшуллă, кăмăллă, шухăш-туйăмĕпе пуян, мал ĕмĕтлĕ çын. Çавăн пекех ватăсене, хăйĕнчен аслисене хисеплет. Çынсемпе хăйне килĕшÿллĕ те сăпайлă тытать, тĕл пулсан яланах калаçать. Пурнăçăн тути-масине те аван чухлать вăл. Пирĕн ялта пысăк та капмар çурт туса мăшăрĕпе - Альбина Алексеевнăпа /вăл та нумай çул ют чĕлхесене вĕрентет/ икĕ ача çитĕнтернĕ. Ачисем те хăйсем пекех маттур, аслă пĕлÿ илнĕ. Хальхи вăхăтра ывăлĕ Çĕршыв хÿтĕлевçисен ретĕнче.
Юратнă вĕрентекен çинчен ырăпа çеç калас килет. Эпĕ ăна питĕ хисеплетĕп. Унран ырă тĕслĕх нумай илетĕп, хисепре, чысра пурăнма вĕренетĕп, унăн çитĕнĕвне, пултарулăхне, ăсталăхне, ĕçне-хĕлне пăхса тĕлĕнетĕп. Çавăн пекех вăл хисеплĕ, чыслă, мухтавлă, ятлă-сумлă çын пулнипе мухтанатăп. Çавăнпа та эпĕ те шкул пĕтернĕ хыççăн пĕр иккĕленсе тăмасăрах Канашри педагогика колледжне çул тытрăм, унти физкультура уйрăмне суйласа илтĕм. Тăрăшса вĕренетĕп, ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене тухма тăрăшатăп.
Николай БАХОМОВ.
Кĕçĕн Таяпа ялĕ.