16 марта 2016 г.
Елчĕк район сучĕ «Содействие» сахал яваплă обществăн представителĕ Хушкин патне займ килĕшĕвне пурнăçламаншăн тăратнă тавăç пирки гражданла ĕçе пăхса тухнă.
«Содействие» сахал яваплă обществăпа Хушкин потребитель займĕ çинчен килĕшÿ тунă. Унпа килĕшÿллĕн Хушкин 10 пин тенкĕ укçана çулталăкри 730 процент ставкипе 30 кун хушшинче каялла тавăрса памалла пулнă. Общество хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланă пулин те, заемщик килĕшĕве пурнăçа кĕртме васкаман - укçана тавăрса паман.
Суд тавăçа тивĕçтернĕ - «Содействие» сахал яваплă обществăна Хушкин 116,8 пин тенкĕ тÿлемелле.
Çакна асра тытар: килĕшĕве вăхăтра пурнăçламасан парăм та пысăк пулĕ.
Г.ЧЕРНОВА,
район сучĕн председателĕн пулăшаканĕ.