16 марта 2016 г.
Кăçал районта 1 пушар тухнă. Вăл 40 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.
Пушар тухнин сăлтавĕ - мунча кăмаки юсавсăрри. Строительство нормисемпе йĕркисем тăрăх кашни кăмака требованисене тивĕçтермелле. Мачча тăрринче вара, çурăксене çăмăллăнах асăрхамалла пултăр тесе, тĕтĕм çулĕсемпе стенасене шуратмалла. Кăмакасемпе усă курнă чухне çак правилăсене çирĕп пăхăнмалла:
_ кил-çуртра е мунчара пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене тивĕçтермен кăмакасене хăвăр тĕллĕн ан лартăр;
_ кăмака çинче тата çумĕнче çунакан хатĕрсене ан тытăр;
_ кăмака хутнă чухне хăвăрт тивсе илекен шĕвексемпе усă ан курăр;
_ йывăç çуртсем çумне сÿнмен кĕлпе кăмрăка ан пăрахăр;
_ çунакан кăмакана никамсăр ан хăварăр, ăна пăхса тăма çул çитмен ачасене ан шанăр;
_ кăмакана ытла хĕртсе ан ярăр.
Кăмака умĕнче урайне 50х70 сантиметртан кая мар тимĕр листи хумалла.
Пушар сиксе тухсан тăрук хăраса ан ÿкĕр. Çав самантрах инкек пирки 01 телефонпа е 101 е 112 карас телефонĕпе пулăшу службине шăнкăравласа пĕлтерĕр. «Хĕрлĕ автан» алхасма пуçласанах кÿршĕсене пулăшма чĕнĕр. Çунакан вырăн пысăках мар пулсан ăна сÿнтерме тăрăшăр. Паллах, чи малтан огнетушительпе усă курмалла. Вăл алă айĕнче пулмасан вара çулăма шывпа сÿнтерĕр, пусмапа, утиялпа е кавирпе витсе хума та юрать.
С.САРДАЕВ,
пушар асăрхавĕн районти инспекцийĕн аслă инспекторĕ.