12 марта 2016 г.
Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов юнкун ĕçлĕ визитпа Елчĕк районĕнче пулса курнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисемпе тĕл пулса хальхи вăхăтри чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. Çак ыйтусенчен пĕри - çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама тĕплĕн хатĕрленесси. Акана кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерес тесен вăрлăхпа, удобренипе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе кирлĕ таран саппасланмалла, ялхуçалăх техникипе тухăçлă усă курмалла.
Сергей Артамонов ялхуçалăх отраслĕн пĕтĕмĕшле аталанăвĕ, ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансене, фермер ĕçне пуçăнас кăмăллă çынсене патшалăхран тĕллевлĕ укçа-тенкĕ парса пулăшассин йĕрки çинче те тĕплĕн чарăнса тăнă.