12 марта 2016 г.
Çак куна 1994 çултанпа паллă тăваççĕ. Кашни çулах потребительсен прависене хÿтĕлекен Пĕтĕм тĕнчери организаци унăн тематикине палăртать. Кăçал вăл «Антибиотиксене менюран кăларатпăр» девизпа иртет.
Антибиотиксем аш-какая, сĕте, çăмартана выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке профилактика тунă, тăрантарнă чухне лекме пултараççĕ. Юлашки çулсенче тĕнчипех ялхуçалăхĕнче антибиотикпа анлă усă кураççĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене лекнĕ антибиотика çынсен организмĕ хăнăхса çитет. Вăл ачасене те лекме пултарать. Çавăнпа та сывлăха сыхлакан Пĕтĕм тĕнчери организаци вăхăтра тивĕçлĕ мерăсем йышăнмасан эмелсен усси чакма, çăмăл инфекцисем, кăшт суранланни пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултарассине асăрхаттарать.
Апат-çимĕç продукчĕсенче антибиотик виçи ытларах пулсан аллергипе аптăрама тата наркăмăшланма та пулать. Çавăнпа та эпир вырăна тухса çÿресе потребительсен хăйсен прависене лайăх пĕлмеллине ăнлантарса çавра сĕтелсем, семинарсем, урок-практикумсем йĕркелетпĕр, лекцисем вулатпăр. Епле пулсан та эпир усă куракан апат-çимĕç лайăх пахалăхлă пултăр. Ыйтса пĕлмеллисем пулсан «хĕрÿ лини» телефонĕсемпе Роспотребнадзор Управленийĕн Чăваш Республикинчи обществăлла йышăну пÿлĕмне шăнкăравлама пултаратăр.
Е.ПРОКОПЬЕВА.