12 марта 2016 г.
Çăварни çитрĕ те иртрĕ
Эрне тăршшĕпех район çыннисем Çăварни уявĕнче савăннă.
Кашни ялтах хăйне евĕрлĕ ирттереççĕ ăна. Ял çыннисем пĕр-пĕрне çуллă икерчĕсемпе сăйлаççĕ, тăван-хурăнташĕсене хăнана чĕнеççĕ.
Ĕлĕкрен пыракан йăлапа Çирĕклĕ Шăхалĕнче, Патреккелте, Акчелте, Çĕнĕ Пăвара лашасем кÿлсе катаччи чупнă, халăх вăййинче савăннă. Ыран кĕçĕн Çăварнине уявлăпăр та тунтикун пысăк типĕ - Мăнкун типпи пуçланать.
50 çул алла-аллăн
Таяпа Энтринчи Надежда Петровна тата Геннадий Порфирьевич Ивановсен çемье вучахĕ 50 çул каялла чĕрĕлнĕ. Çак çулсен тăршшĕпех вĕсен кил-çуртĕнче ăшăлăх, юрату хуçаланать.
Геннадий Порфирьевич районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче сварщик пулса ĕçленĕ, Надежда Петровна Чкалов ячĕпе хисепленекен колхозра тăрăшнă. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан мăшăр виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ вĕсем тата 7 мăнукĕпе савăнаççĕ.
Ялти ятлă-сумлă мăшăра ылтăн туй ячĕпе Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров саламланă, ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем музыка саламне илсе çитернĕ.
«Шупашкарти савни - 20 çул иртсен» камит
Шупашкарти Çамрăксен театрĕн артисчĕсем Елчĕкри культурăпа кану центрĕн сцени çинче Николай Сидоров çырнă «Шупашкарти савни - 20 çул иртсен» камит кăтартнă.
Театр искусствине кăмăллакансемшĕн çав каç чăн-чăн уяв пек асра юлмалла пулчĕ. Юратнă сăнарсем çĕнĕрен сцена çине таврăнни те куракансен кăмăлне çĕклерĕ. Мĕншĕн тесен пĕрремĕш хут 1991 çулта «Шупашкарти савни» ятпа кăтартнă спектакле, 25 çул иртнĕ хыççăн, улттăмĕш хут çĕнетсе сцена çине кăларнă. Тĕп сăнарсенчи артистсем те - çавсемех. Натали рольне Полина Чамжаева вылять. Йăкăнат – Александр Степанов, Лисук - Светлана Савельева, Çтаппан - Василий Павлов. Анчах хальхинчи ĕç-пуç вĕсен ачисем хушшинче пулса иртет.
Ĕçе вырнаçтараççĕ
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр çынсене тÿлевлĕ обществăлла ĕç вырăнĕсем тупса парасси çине те пысăк тимлĕх уйăрать.
Ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене пулăшас тĕллевпе кăçал 7 килĕшÿ çирĕплетнĕ. Çапла майпа районти организацисен ертÿçисемпе калаçса татăлса 11 çынна вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса пама май килнĕ. Обществăлла ĕçсене пурнăçлама хутшăнакансене ĕç паракан шалу тÿленисĕр пуçне вĕсем халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă паракан пулăшу укçине те тивĕçеççĕ.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа уйрăмах «Елчĕкри çăкăр завочĕ» ООО /ертÿçи А.Филиппов/, А.Бикулов фермер тата ыттисем те тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.