12 марта 2016 г.
Ĕмĕрлĕхех Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн кĕнекине кĕнĕ Иван Яковлевич Денисов пурăннă пулсан пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче çывăх тăванĕсемпе тусĕсене хăй 90 çул тултарнă ятпа кĕрекене чĕннĕ пулĕччĕ. Анчах хăрушă вилĕм ăна,сывлăх енĕпе хавшаса çитнĕскере, пиртен вунă çул каяллах яланлăха туртса илчĕ.
Ашшĕ тĕслĕхĕпе
З.К.ДЕНИСОВА, Иван Яковлевичăн мăшăрĕ, Чăваш АССРĕн сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
- Çулпа тăхăр вунна çывхарса пыратăп пулсан та ял пурнăçĕпе унăн çыннисене чиперех астăватăп. Хамран аслăраххисем Шăмалакра колхоз йĕркеленĕ тапхăрпа паллаштарни те хăлхара. Малтанхи вăхăтра хуçалăх «Красный мужик» ятпа çÿренĕ. Вăл темиçе хут пĕрлешнĕ те, саланнă та. Апла пулин те халăх пĕрлехи ĕçе ытларах килĕштерме тытăнать. Каярахпа колхоза «Вторая пятилетка» теме йышăнаççĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи умĕн ăна ялти хисеплĕ хресчен Яков Степанович Денисов /мăшăрăн ашшĕ/ пултаруллăн ертсе пырать. Анчах нимĕç фашисчĕсем çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнсан ялти тăватă çамрăкпа пĕрле фронта тухса каять. Вĕсем пурте хаяр çапăçусенче пуç хураççĕ.
- Эх, çав ирсĕрсене! Хам кăшт аслăрах пулсан паянах алла пăшал тытса çын вĕлерекенсене хирĕç кĕрешме кайăттăм, - тетчĕ Иван.
Вăл ашшĕпе хавхаланатчĕ те, мухтанатчĕ те. Яков Степанович хăй фронта тухса кайнă кун ирхине правление пырса наряд пани ывăлне кăна мар, ял-йыша та тĕлĕнтернĕччĕ. «Епле вăйлă патриотчĕ», - тетчĕç пурте ун пирки.
Иван шăпах ашшĕн ырă енĕсене хăй çине илчĕ те. Инçет Хĕвелтухăçĕнче яппун самурайĕсене аркатнă хыççăн та пилĕк çул службăра пулнă хыççăн Тĕрлемесри бухгалтерсен курсĕнчен вĕренсе тухнă. 1954 çулта халăх ăна «Вторая пятилетка» колхоз председательне суйларĕ. Ăна вăйлатса аталантарнă хыççăн Лаш Таяпа тăрăхĕнчи мĕнпур хуçалăхсене пĕрлештернĕ «Слава» колхоз ертÿçи пулма шанчĕç. Пенсие кайсан ĕçлеме пăрахрĕ те, Шăмалаксем ыйтнипех, тепĕр пилĕк çул юхăнас патне çитнĕ «Свобода» колхоза тĕреклетсе хăварчĕ. Асăннă колхозсене ура çине тăратни, «Славăна» миллионера çити çĕклени уншăн та, районшăн та пысăк чыс пулчĕ. Анчах унăн сывлăхĕ пĕтĕмпех хавшаса çитрĕ. Яланах: «Атте ятне ярас марччĕ», - тесе чунне парса ĕçлетчĕ. Вăл килти, ачасене воспитани парас ĕçе сахал хутшăннă пулсан та, халăхра ырă ят та чыс çĕнсе илнипе савăнатăп. Вăл тăрăшнипе ялсем çĕнелсе улшăннине, колхоз çирĕп пулнипе усă курса, хуçалăха аталантарнипе пĕрлех ялсенчи культура, вĕренÿ, суту-илÿ тата ытти чи кирлĕ объектсем туса хăварнине хăйшĕн чăн палăк лартнă пекех туятăп.
«Пĕтĕмпех халăх валли» тетчĕ те...
Р.С.ХАРИСОВ, суту-илÿ ветеранĕ, районти ветерансен канашĕн йăла тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен членĕ:
- Иван Яковлевичпа эпир тантăшсем мар. Апла пулин те вун-вун çул унпа туслă пурăннă, чылай ыйтусене пĕрле татса панă. Шупашкарти партипе совет шкулĕнче пĕр вăхăталла вĕренни пире питех те нумай çывăхлатрĕ: халăхпа пĕр чĕлхе тупас енĕпе те, çынсен ыйтăвĕсене çывăха илсе ăнăçлă татса парас тĕлĕшпе те.
Манăн çирĕм çула яхăн суту-илÿ системинче ĕçлеме тÿр килчĕ: ваккăн тавар сутакан пĕрлешÿ директорĕнчен пуçласа райпо председателĕ таранах. Шăпах çав çулсенче Денисовăн пысăк хастарлăхĕпе пĕрле, унăн çынлăхне, хăйне мар, ыттисене ытларах хисеплеме пĕлнине курса савăнаттăм.
Тÿрех калатăп, вăл çулсенче халăха таварпа тивĕçтересси питех те кăткăс ĕç пулсан та, райпон пурлăх никĕсĕ çирĕпех пулман. Çавна пула мĕнле те пулин пысăкрах ĕç тăвас тесен предприятисемпе организацисен ертÿçисенчен пулăшу ыйтмаллаччĕ. Кун пек чухне И.Я.Денисов пирĕн ыйтăва колхоз татса памалли вырăнне хурсах йышăнатчĕ. «Сирĕн тавар никама та мар, пирĕн колхозниксене, вĕсен пурнăçне çăмăллатма кирлĕ вĕт», - тетчĕ кăмăллăн.
Вăл тăрăшнипе тата çине тăнипе иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче Лаш Таяпа тăрăхĕнчи кашни ялтах кирпĕчрен тунă типлă магазинсем тата çăкăр-булка пĕçерекен пекарня ÿссе ларчĕç. Правленипе килĕшÿ турăмăр та вĕри çăкăра пур лавккасемпе буфетсене леçсе пама пуçларăмăр. Лаш Таяпара райпон столовăйне, пысăк фермăсенче /шкулсенчи столовăйсем те/ буфетсем уçнинче те Иван Яковлевичăн тÿпи пысăк. Ялсенчи клубсемпе культура çурчĕсене те, шкулсене те колхоз тăрăшнипе купаласа лартнă. Хуçалăх çул-йĕр тăвассинчен те пăрăнса юлман. Тутарстана кĕрекен Исеккел çывăхĕнчи çырма урлă тимĕр-бетон кĕпер туса Çĕнĕ Эйпеçрен Елчĕке çити асфальт хывни хăй кăна та мĕне тăрать?!
И.Я.Денисов 25 çула яхăн «Славăна» ертсе пынă çулсенче колхоз миллионерсен ретне тăнине, колхозниксен пурнăçĕ тĕпрен çĕнелсе лайăхланнине, хуçалăх Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнине шута илсен, манăн шутпа, хăй вăхăтĕнче «Хисеплĕ председатель» ят панă патриот-пуçлăх ячĕпе палăк лартни е вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарни питех те вырăнлă пулмалла.
«Çиччĕ виç те пĕрре кас» сăмахсем уншăн çырман саккунччĕ
А.А.ДМИТРИЕВ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ, 1989-1991 çулсенче СССР халăх депутачĕ:
Çарта пулнинчен, Казахстанри Хромтаура кăштах ĕçленинчен, унти каçхи шкулпа Самар облаçĕнчи Усолье ялхуçалăх техникумĕнче вĕреннисĕр пуçне Лаш Таяпаран пачах та уйрăлман темелле. Çапах та эпĕ тăван тăрăхра, малтан Крупская ячĕллĕ, унтан пĕрлешсе пысăкланнă «Слава» колхозсенче механизаторта /тракторист, комбайнер тата ытти те/ тăрăшнă çулсем маншăн чи кăсăк та савăнăçлă тапхăр пулса юлчĕç. Мĕншĕн тесен, эпĕ ялта ĕçлесех пысăк чыс-хисепе тивĕçнĕ. Килти архивра Мухтав хучĕсемпе грамотăсем те, орден-медальсем те темĕн чухлех пулни эпĕ япăх мар ĕçленине кăна мар, хуçалăх та, пĕр улшăнмасăр тенĕ пек И.Я. Денисов ертсе пынăскер, чи лайăххисен шутĕнче пулнине çирĕплетет.
Яланах механизаци паркĕнче, руль е штурвал умĕнче пулнăран, тăтăшах ĕçленĕрен Иван Яковлевичпа час-часах тĕл пулнă. Вăл çав тери ырă, хаваслă, тепĕр чухне кăрарах пулнă самантсене те курман мар. Апла пулин те пирĕн хуçа кама та пулин начар тăвас, çапса хуçас тесе пĕр утăм та туман пулĕ тетĕп. Колхоз кассине пус хыççăн пус, тенкĕ хыççăн тенкĕ кĕтĕр тесе хăйĕнчен мĕн кирлине пурне те тунă вăхăтрах ыттисенчен те çирĕп ыйтатчĕ. Республикăра чи малтан хуçалăхăн шалти расчечĕпе ĕçлеме тытăнни колхоз аталанăвне çĕнĕ шая çĕклерĕ, халăх пурнăçне тĕпрен çĕнетме пулăшрĕ.
Вăл мĕнле ĕç тăвас пулсан та «Çиччĕ виç те пĕрре кас» сăмахсене тĕпе хуратчĕ. Калăпăр, çĕнĕ культура çитĕнтерме тытăнмалла. Бригадирсемпе специалистсене пухатчĕ те унпа ĕçлени мĕн хака ларни тата вăл мĕнле услам пама пултарни çинчен шутласа пама ыйтатчĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте те, хушма апатсемпе лайăх ĕçлекенсене премисем парасси таранах, тăкаксене тĕп-тĕрĕс палăртма хушатчĕ. Пур çĕрте те перекетлĕхе тĕпе хуратчĕ. Кашни ĕçлекен мĕн тусан мĕн чухлĕ тĕп укçи е преми илессине пĕлсе тăни колхозниксене тÿрĕ чунлă тата тирпейлĕ пулма вĕрентетчĕ. Пур ĕçе те наука никĕсĕ çинче йĕркеленĕрен колхоз чăн-чăн тĕпчев лабораторийĕ е производство участокĕ пекех туйăнатчĕ.
СССР халăх депутатне суйланă хыççăн манран уйрăмах та ыйтма пуçларĕ. Мускава каймассерен мĕн те пулин çĕннине вĕренсе килмелле, хуçалăх валли мĕн кирлине ытларах тупма тăрăшмалла тата ытти те. Хушма удобрени, техника, çунтармалли-сĕрмелли материалсем тупма май килсен тем пекех савăнатчĕ вара. Калăн, хăйĕн килĕ, çемйи валли туянатпăр вĕсене.
Халăхра «Ырă çыннăн ĕмĕрĕ кĕске», - теççĕ. Шел, Иван Яковлевич та иртерех уйрăлса кайрĕ. Вăл вилнĕренпе чылай япала арканчĕ, пурнăç та тĕрлĕ майлă арпашăнчĕ пулсан та вăл ертсе пынипе колхоз тунă стройкăсем, культура çурчĕсемпе палăксем, ытти хÿхĕм çурт-йĕрпе çулсем ăста ертÿçĕ паян та пирĕнпе юнашар пек туйăм çуратаççĕ, унăн ырă ятне ĕмĕр упрама хистеççĕ.
Аса илтеретпĕр. Хастар та пултаруллă тата пуçаруллă ĕçшĕн И.Я. Денисова Чăваш АССР /1977 ç./ тата РСФСР /1986/ ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ячĕсене панă, Ленин, Октябрьти революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, пĕрремĕш степень Аслă Отечественнăй вăрçăн орденĕсемпе, темиçе медальпе наградăланă. Унăн ятне Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх кĕнекине кĕртнĕ.
Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ.