12 марта 2016 г.
Çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе район прокуратури «Победа» ОООра тата Ленин ячĕллĕ ЯХПКра Ĕçлев саккунĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ, вĕсене пăснине тупса палăртнă.
«Победа» ОООра Ĕçлев саккунĕсене пăсса ĕç килĕшĕвĕнче обществăра тăрăшакансене уйăхра пĕр хутчен çеç ĕç укçи тÿлемеллине палăртнă. Çавăн пекех ĕç укçинчен профсоюз тÿлевне те тытса юлаççĕ, анчах та çакăнпа килĕшни çинчен ĕçлекенсенчен заявленисем илмен. Ĕç укçине те ятарлă кун тÿлессине палăртман, ĕçрен каякансемпе те укçапа вăхăтлă татăлмаççĕ.
Çакăн йышши çитменлĕхсем Ленин ячĕллĕ хуçалăхра та тĕл пулаççĕ. Унсăр пуçне кооперативра кун сиктерсе ĕçе тухакан хуралçăна ĕç килĕшĕвĕнче тата штат расписанийĕнче палăртнă ĕç укçин çуррине çеç тÿлеççĕ. Тĕрĕссипе, ĕçленĕ вăхăта туллин шута илсе пыманнине пула ĕç укçи палăртнинчен пĕчĕкрех.
Асăннă çитменлĕхсемшĕн ертÿçĕсене асăрхаттарнă, должноçри 2 çынна административлă майпа явап тыттарнă, прокурор йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Патшалăх ĕç инспекцийĕ ертÿçĕсене 4000-5000 тенкĕ штрафланă.
К.КОНОВАЛОВА,
район прокурорĕн пулăшаканĕ.