12 марта 2016 г.
Таяпа Энтринчи Надежда Петрова ял халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшакан медицина сестри. Миçе çынна пĕрремĕш пулăшу парса вилĕмрен çăлса хăварман-ши вăл?
Надежда Ивановна тăван ялтах çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкрен медработник пулас ĕмĕтне пурнăçласа Канашри медицина училищине çул тытнă. Алла диплом илнĕ хыççăн Елчĕкри тĕп больницăра ĕçлеме пуçланă. Кăштах вăхăт иртсенех ăна Таяпа Энтринчи фельдшерпа акушер пунктне куçарнă. ФАПа хуçалăх правленийĕ пулнă çуртăн пĕр пÿлĕмне уйăрса панă. Унта вăл каланкка çавăрттарать, стенасене илемлĕ обойсем çыпăçтарать, пĕчĕк пÿлĕмсем çине пайлать. Илемлĕ те хăтлă пунктра ĕçлеме те, чирлисен сывлăхне тĕрĕслеме те кăмăллă.
Надежда Ивановна мана пĕрре кăна мар вилĕмрен çăлса хăварчĕ. 33 çул стаж пуçтарнă çепĕç кăмăллă, хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлекен медработник ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ.
С.ИВАНОВ,
тыл ветеранĕ.