12 марта 2016 г.
«Сатурн» ялхуçалăх производство кооперативĕнчи механизаторсен çулталăкĕпех пĕр канăç та çук.
Павел Иванов «Беларусь» трактора яланах тухăçлă ĕçлеттерет. Ĕç стажĕ пысăк мар-ха çамрăкăн, çапах кĕске вăхăтрах хăй ÿркенменнине кăтартса пачĕ. Хальхи вăхăтра фермăра тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Хуçалăх Владимир Крысов пек пултаруллă трактористсем çинче тытăнса тăрать тесен те ытлашши пулмасть-тăр. Вăл акара та, вырмара та чи маттурри. Хĕллехи вăхăтра вăл фермăра тăрăшать. Выльăхсем валли апат турттарать. 30 çул ытла кустăрмаллă трактор çинчен анман Владимир Измайлов вара çамрăксен наставникĕ. Вячеслав Антонов тракторист та унран юлмасть. Валерий Семенов вара хуçалăхри пуян опыт пухнă водитель. Хальхи вăхăтра вăл удобрени турттарнă çĕрте пысăк хастарлăх кăтартать.
В.КИРИЛЛОВА сăнÿкерчĕкĕнче: П.Иванов, В.Крысов, В.Измайлов, В.Антонов, В.Семенов.