12 марта 2016 г.
Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Васильевсем - Домна Петровна нумаях пулмасть 75 çул, Альберт Александрович 77 çул тултарчĕç. Чăваш Нарспийĕпе Сетнерĕ пек çак хитре мăшăр 53 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнать.
Хăйсен пĕтĕм пурнăçне вĕсем тăван енпе çыхăнтарнă. Альберт Александрович ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне 6 çулта анчах пулнă, çавăнпа вăл ăна лайăх та астăвайман. Ашшĕ вăрçă хирĕнчен таврăнайман, çавна май шăллĕпе иккĕшĕ мĕн пĕчĕкренех амăшĕн тĕрекĕ пулса тăнă. Альберт Александрович 7 класс пĕтерсенех пĕтĕм пурнăçне «Победа» колхоз ĕçĕпе çыхăнтарнă. Яш каччăна çулĕ çитсен Совет Çарне илеççĕ, Лăпкă океан флотĕнче моряк пулса 4 çул служба тивĕçĕсене пурнăçлать. Çартан таврăнсанах ăна «Победа» колхозри сĕт-çу завочĕн ертÿçи пулма шанаççĕ. Кунта Альберт Александрович завод хупăничченех ĕçленĕ. Ун хыççăн ăна хуçалăха, ял-йыша шывпа тивĕçтерекен башньăна пăхса тăма шаннă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак ĕçре вăй хунă.
Домна Петровна та 7 класс пĕтернĕ хыççăнах Аслă Пăла Тимешри выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕçлеме тытăннă. Часах ăна сысна пăхма куçарнă, 35 çул пĕр улшăнмасăр сысна çăвăрлаттаракан уйрăмра тăрăшнă вăл. Ĕçленĕ тапхăрта çемьере йыш та хутшăнса пынă. Васильевсем 3 ывăл - 3 паттăр çуратса ÿстернĕ. Ачисем вĕренсе тухса хăйсен çемйисене йĕркеленĕ. Аслашшĕпе асламăшне мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем савăнтараççĕ. Шел пулин те, Александр ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ, ашшĕпе амăшне пысăк хуйхă кÿчĕ.
Домна Петровна тивĕçлĕ канăва тухсан та хуçалăх ĕçне хутшăнма пăрахмарĕ, 8 çул тĕрлĕ ĕçре тăрăшрĕ. Ĕçне кура -хисепĕ, теççĕ халăхра. Унăн ĕçне Тав çырăвĕсем, Ялхуçалăх министерствин Хисеп хучĕсем, ВДНХн бронза медалĕ тивĕçлĕ хак параççĕ.
Альберт Александровичпа Домна Петровна иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем. Вĕсем çирĕп хуçалăхпа пурăнаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Ялти ятлă çемье чăннипех те хисепе тивĕçлĕ.
З.ПОРТНОВА.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.