10 марта 2016 г.
Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕ Мартăн 8-мĕшĕ тĕлне республикăри хĕрарăмсем валли чаплă парне хатĕрленĕ. «Юратнă хĕрарăмсене...» концерт мартăн 7-мĕшĕнче «Шупашкар - Арена» Пăр керменĕнче иртнĕ. Унта республикăра пурăнакансем тата вĕсен хăнисем 3 пин ытла çын пуçтарăннă. Сахал тупăш илекен çемьесене билетсене тÿлевсĕрех валеçнĕ.
Уяв концертне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов мăшăрĕпе çитсе курнă.
Концерт репертуарĕ никама та кăсăклантармасăр хăварман. Вăл виçĕ сехете яхăн тăсăлнă. Куракансене тĕрлĕ жанрлă юрăсем, лайăх музыка янăрани савăнтарнă. Вĕсем чăваш эстрадинче тахçанах палăрнă Вячеслав Христофоров, Валентина Кузнецова, Катя Петрова пултарулăхне тăвăллăн алă çупса йышăннă. Çамрăкрах артистсем Константин Рязанов, Алиса Ахахпи, Алексей Шадриков, пултарулăх ушкăнĕсем кăтартнă номерсем хыççăн та куракансем нумайччен алă çупнă.
«Пирĕн республикăна ахальтен мар çĕр пин юрă çĕршывĕ теççĕ. Чăваш çĕрĕ-шывĕ пултаруллă юрăçсемпе композиторсене сахал мар çитĕнтернĕ. Чăваш музыки пурăнать, аталанать, апла пулсан чăваш чĕлхи, халăхăн йăли-йĕрки, культури те манăçа тухмасть. Паянхи концерт çакна çирĕплетет», - паллаштарнă хăйĕн кăмăл-туйăмĕпе Александр Иванов министр.