10 марта 2016 г.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа районта тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ.
Курнавăшри культура çуртĕнче 9-11 классенче вĕренекен хĕрачасем «Чăваш пики» конкурсра тупăшнă. Çичĕ пике хутшăннă унта. Конкурса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.Воронова йĕркеленĕ, вăлах ертсе пынă. «Чăваш пики» ята Юля Каргина тивĕçнĕ. Ытти хĕрсем те тĕрлĕ сумлă ятсене çĕнсе илнĕ.
Аслă Таяпари культура çуртĕнче ĕç хĕрарăмне чысласа конкурс йĕркеленĕ. Хĕрарăмсем çемье вучахне епле упранине кăна мар, пушă вăхăта усăллă ирттернине те кăтартса панă. Çамрăклăх, юрату юррисем шăраннă уявра. Конкурсантсене арçынсен ушкăнĕ илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.
Аслă Елчĕкри библиотекăра литературăпа музыка композицийĕ, Хăвăлçырмари библиотекăра В.Журавлеван алĕç выставки, Патреккелте «Çуркунне пики», Кĕçĕн Таяпара «Вăйлисем, харсăррисем, çивĕччисем» конкурссем куракансен асĕнче ырă йĕр хăварнă.