10 марта 2016 г.
Иртнĕ шăматкун Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен спорт керменĕ умĕнче илемлĕ юрă-кĕвĕ инçете янăрарĕ. Кунта Хĕле ăсатса Çуркуннене кĕтсе илме район центрĕнче пурăнакансем çеç мар, тавра ялăн çыннисем те йышлăн пухăнчĕç.
Елчĕкри культура ĕçченĕсен «Сар хĕвелĕм, ялкăшсам» театрализациленĕ представленине Çуркуннене сăнлакан икĕ хĕр уçрĕ. Вĕсем янăравлă сасăпа пурне те хĕле ăсатма, çуркуннене кĕтсе илме йыхравларĕç. Ушкăн-ушкăн карталанса юрласа-ташланă вăхăтра Хĕл Мучи, Тухатмăш килсе çитрĕç. Хĕл Мучийĕ Елчĕк халăхĕпе тепĕр хĕллеччен сывпуллашса илемлĕ юрă шăрантарчĕ, Тухатмăшĕ, хаваслă çуркуннене кĕтсе илме чараканскер, Хĕл Мучипе пĕрлех инçете, сивĕ çĕре «сулланчĕ». Унччен те пулмарĕ, илемлĕн çуталса Çуркунне çитрĕ, çурхи юрату юрри шăрантарчĕ. Çурхи пурлăх, килĕшÿ, телей, ĕçпе юрату, савăнăçпа ырлăх илсе килекен Çуркуннене халăх савăк юрăсем юрласа кĕтсе илнĕшĕн хĕпĕртерĕ. Пухăннисене уяв ячĕпе район пуçлăхĕ Петр Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕç, Раççейри Кино, Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкĕ ырă та паллă ĕçсемпе савăнтарасса шаннине палăртрĕç. Унтан пурте хĕл каçа пуçтарăннă киревсĕрлĕхе, наянлăха, ытти ырă мар ĕçсене пăрахăçласа катемпие çунтарса ячĕç. Пурте пĕрле Çуркунне сăмахне тимлĕн итлерĕç: пире пурăнма чăрмантараканни çак çулăмпа çунса кайтăр, пире мĕн килĕшменни çак тĕтĕмпе вĕçсе кайтăр...
Çурхи çумăр çурĕ те çурĕ, каçченех чарăнма пĕлмерĕ. Ырă çуркунне пуласса кĕтетпĕр, çумăр çуни вăл - пуянлăха, ăнса пултăр кăçалхи тырри, улми-çырли... Уява пуçтарăннă хăнасем тĕрлĕ халăх вăй-йисенче вăй виçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе савăнтарчĕç. Кашни ял тăрăхĕнчен килнĕ фольклор ушкăнĕсен, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсен юрри-ташши инçете саланчĕ...
/Хамăр корр./.