10 марта 2016 г.
Район прокурорĕ В.Николаев ертсе пынипе право сыхлавĕн органĕсен ертÿçисен координаци канашлăвĕ иртнĕ. Унта право йĕркисене пăсассине тата преступление хирĕç профилактика ĕçĕсене пурнăçласси çинчен ыйтусене тишкернĕ.
Унăн ларăвне РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ертÿçи Г.Кокшин, полицин районти пайĕн ертÿçи И.Михайлов, ытти сотрудникĕсен, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçин çумĕ Р.Салимзянов, районти право сыхлавĕн ытти органĕсен ертÿçисем, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Анлă канашлура районти право сыхлавĕн органĕсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе пĕрле право йĕркисене пăсассине, преступленисене тупса палăртас, вĕсен çулне пÿлес тĕлĕшпе тĕллевлĕн ĕçлесе пынине палăртнă. Ахальтен мар вĕсем тачă çыхăнса тăрăшнине пула иртнĕ çул харкам çынна хирĕç тунă уйрăмах йывăр преступленисем пачах пулман. Çавăн пекех йывăр преступленисен йышĕ чакнине, маларах судпа айăпланнă çынсем тата ушкăнпа тунă преступленисене тăвассине ÿстерме паманнине палăртнă.
Çапах та пĕлтĕр, 2014 çулхипе танлаштарсан, обществăлла вырăнсенче, уйрăмах урамсенче, ÿсĕрле тата ĕçлемен çынсем тунă преступленисен йышĕ ÿсни палăрнă. Çавăнпа право сыхлавĕн органĕсем преступленисене хирĕçле профилактика мерисемпе анлă усă курма кирлине, йĕркелĕхе çирĕплетмеллине палăртса хăварнă.