10 марта 2016 г.
Уяв кунĕсенче республикăра «Ÿсĕр водитель» рейд иртнĕ.
Çул çÿремелли йĕркесене сĕмсĕррĕн пăсакансене хирĕç кĕрешсе ГИБДДн республикăри управленийĕн сотрудникĕсем «Ÿсĕр водитель» рейд вăхăтĕнче эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнă 90 водителе тытса чарнă.
Ÿсĕр водительсене хирĕç çивĕч кĕрешÿ пуçарнă пулин те, республикăра вĕсем хутшăннипе пыракан инкексен йышĕ çав-çавах пысăк. Çулталăк пуçланнăранпа çулсем çинчи 216 инкекрен 16-шĕ эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнă водительсен айăпĕпе пулнă.
А.АДЮКОВ.