Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Документсенче - халăх кун-çулĕ

10 марта 2016 г.

Çулсем иртсе пынă май паянхи ĕçсем, пулăмсем историне кĕрсе юлаççĕ. Çавăнпа документсене пулас ăрусемшен сыхласа хăварасси пирки халех шутламалла. Юлашки çулсенче архивсен пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿсрĕ.    

Район архивĕ хăйĕн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетнĕ планпа йĕркелесе пырать. Архивра документсем ятарласа уйăрнă пÿлĕмре тимĕр стеллажсем çинче сыхланаççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне унта пурĕ 20301 документ упранать.    

2015 çулта 362 документ упрама илнĕ. Вĕсенчен 245-шĕ яланах упранакан документсем, 117-шĕ - ĕç укçи кĕнекисем. Чи малтанах панкрута тухакан организацисемпе учрежденисен докуменчĕсене упрама илме тăрăшатпăр. 

Архивăн комплектаци списокĕнче 44 учрежденипе организаци тата предприяти шутланса тăраççĕ. Кашни çулах вĕсемпе декабрĕн 1-мĕшĕччен паспортизаци ирттеретпĕр. Кăтартусене Чăваш Республикин Культура министерствине ярса паратпăр.

2015 çулхи кăтартусем тăрăх чылай организацире ĕç номенклатурисем, делопроизводство инструкцийĕсем,  архив çинчен калакан положенисем кивелни сисĕнет. Вĕсене çĕнетмелле. Маларах асăннă документсен тĕслĕхĕсемпе Чăваш патшалăх архивĕсен сайчĕсем çинче паллашма пулать.

2015 çулта районти архив 5 организацине комплекслă тĕрĕслÿпе тухнă, вĕсене методика тата практика пулăшăвĕ панă.

Пĕлтĕрхи планпа килĕшÿллĕн, эксперт комиссине яланах упранакан 270 документ тăратмалла пулнă, 290 - тăратнă. Вĕсене комисси алă пусса çирĕплетнĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе, Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви çирĕплетнĕ планпа килĕшÿллĕн 2013 çултан пуçласа 2015 çулччен патшалăх харпăрлăхĕ туса хунă документсене Шупашкарти истори архивне куçарма палăртнă. Иртнĕ çул  район архивĕнчен 11 фонд унта куçнă, вĕсенче 1691 документ шутланса тăнă.

Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçе те тивĕçлипе пурнăçлас тесе тăрăшатпăр. Тĕрлĕ справкăсем илекенсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать.  Кашни çулах ĕç укçи, стаж çирĕплетме ыйтса çыракан заявленисем нумай. Вĕсене пĕр уйăхра хурав паратпăр. 2015 çулта 1235 заявлени йышăннă. Вĕсене пурне те тĕплĕ хурав панă.

Район архивĕ РФ Пенси  фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕпе, нумай функциллĕ центрпа  тачă çыхăну тытса ĕçлет.  2013   çултан электрон мелĕпе усă курмалли программа  ĕçлеме  пуçланă /VIP NET Деловая Почта/. Çак программăпа ĕçлесе пĕлтĕр РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайне электрон мелĕпе 105, нумай функциллĕ центр урлă - 46 заявлени ярса панă. Тĕрлĕ юридика ĕçĕсене пăхса тухса архив докуменчĕсенчен 162 копи туса панă. Кулленхи ĕçре кивĕ документсене йĕркене кĕртетпĕр. Пĕлтĕр кăна тĕпчев ĕçĕсем ирттерме архиври 136 документа усă курма панă.

Архиври документсенче - районти халăхăн кун-çулĕ. Çавăнпа кашни документ типтерлĕ упранать.

Т.ПУПИНА,
райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика