Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕштерсе ĕçлесен çитĕнÿ пулатех

05 марта 2016 г.

Килĕштерсе ĕçлесен çитĕнÿ пулатех

Мартăн 2-мĕшĕнче район центрĕнчи культура çуртĕнче Елчĕк районĕн 2015 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвне пĕтĕмлетсе тата 2016 çулхи тĕллевсене палăртса анлă канашлу иртрĕ.

Унăн ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, район пуçлăхĕ, районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Петр Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсенчи Депутатсен пухăвĕсен председателĕсем, ĕç тăвакан влаçăн территори органĕсен, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен руководителĕсем, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем, вĕренÿ, культура учрежденийĕсен директорĕсем, ĕç, хĕрарăмсен юхăмĕн ветеранĕсем, ялсен старостисем, активистсем хутшăнчĕç.

Канашлăва Юрий Попов ертсе пычĕ. Вăл республикăри районсенче кашни çулах ирттерекен анлă канашлусем влаçпа çынсем хушшинчи çыхăнăва анлăлатма май панине палăртрĕ.

Район çулсеренех ăнăçлă аталанса пырать. Иртнĕ çулхи çитĕнÿсене культура çурчĕн фойинче йĕркеленĕ куравсем те анлăн çутатса пачĕç.

Пирĕн район ĕç-хĕлĕ ытларах ялхуçалăхĕпе çыхăннă. Иртнĕ çул 17 ялхуçалăх предприятийĕнчен 15-шĕ республикăри чи лайăх 100 ялхуçалăх предприятийĕсен йышне кĕнĕ. Чăваш Республикин агропромышленность комплексне аталантарас енĕпе йышăннă программине ăнăçлă пурнăçланăшăн пирĕн район кăнтăр зона тăрăх пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ, ятарлă Дипломпа премие çĕнсе илнĕ.

Çавăн пекех 2015 çулта «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕ тата Таяпа Энтринчи Анатолий Петров хресчен /фермер/ хуçалăхĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем хушшинче иртнĕ конкурсра çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ анлă канашлăва хутшăнакансем Анатолий Петровпа Федор Шадриков хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен çитĕнĕвĕсене сăнлакан курав патĕнче ытларах чарăнса тăчĕç. Çавăн пекех акционерсен «Прогресс» хупă обществин, «АСК-Яльчики» сахал яваплă обществăн ĕç-хĕлне кăтартакан куравсем те çынсене хăйсем патне йыхравларĕç.

Ялхуçалăх продукцине ĕçлесе хатĕрлекен Елчĕкри сыр пĕçерекен тата çăкăр завочĕсем хатĕрленĕ сĕт-çу тата çăкăр-булка изделийĕсен ассортименчĕ те пысăк.

Леонид Григорьев уйрăм предприниматель, «Промсервис» наукăпа производство пĕрлешĕвĕ /ертÿçи Юрий Титов/, «А-Свет» /ертÿçи Андрей Светлов/, «Стройэнергосервис» /ертÿçи Александр Нягин/ сахал яваплă обществăсем хăйсем кăларакан изделисемпе анлă канашлăва хутшăнакансене паллаштарни кăмăла çĕклерĕ.

Куравсем пирĕн район ĕçченĕсем чăннипех хастар та пултаруллă пулнине сăнларĕç.

Анлă канашлăва хутшăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тухса калаçрĕ. Вăл районăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне анлăн çутатрĕ, кăçалхи тĕллевсене те уçăмлă палăртрĕ. Тĕп докладри положенисене районти «Елчĕк ен» хаçатра пичетленĕ, çапах та хăш-пĕр самантсене тепĕр хут палăртса хăварни вырăнлă тесе шутлатпăр.

Экономикăри лару-тăру кăткăс пулнине пăхмасăр, районти социаллă сферăри пур организаци те йĕркеллĕ ĕçленĕ, пĕчĕк предпринимательлĕх малалла аталаннă, ĕç укçи тÿлесси ÿснĕ, тухса тăракан çивĕч ыйтусене татса пама тăрăшнă.

Николай Петрович, калаçăва малалла тăснă май, районăн укçи-тенкин никĕсĕ - 2015 çулхи пĕрлештернĕ бюджетăн тупăшсен пайĕ 359 миллион тенкĕпе, тăкаксен пайĕ 355 миллион тенкĕпе танлашнине палăртрĕ. Иртнĕ çул пĕтĕм шайри бюджетсене районти предприятисемпе организацисем виçĕмçулхинчен 10 миллион тенкĕ ытларах хывни вĕсем ăнăçлă аталанса пынине çирĕплетет.

Район пурнăçĕнче ялхуçалăх отраслĕ тĕп вырăн йышăннине шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин унăн аталанăвĕ çине тимлĕх ытларах уйăрчĕ. Пĕлтĕрхи çанталăк условийĕсене илсен, ĕç кăтартăвĕсем начар теме çук. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем малалла аталанма тĕрлĕ майсемпе усă кураççĕ: инвестици кредичĕсем илеççĕ, лизингпа усă кураççĕ, патшалăхăн ытти пулăшăвĕсене илме тĕрлĕ майсем шыраççĕ. Иртнĕ çул çĕнĕ технологисемпе усă курас тĕллевпе ялхуçалăхĕнче 6 инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ, çĕнĕ йышши 47 техника хатĕрĕ туяннă. Юлашки 4 çулта фермер ĕçне пуçăнакан тата хăйсен çемье фермисене йĕркелекен 15 предприниматель патшалăх уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе усă курнă. Кăçал та районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче тĕрлĕ инвестици проекчĕсене - «Эмметево» хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсем ĕрчетме çĕнĕ йышши 500 вырăнлăх çĕнĕ комплекс тумалла, «Труд», «Колос», Ленин ячĕллĕ, «Прогресс» хуçалăхсенчи витесенче реконструкци ĕçĕсене пурнăçламалла.

Николай Миллин районти ытти сферăсенчи ĕç-хĕле те тишкерчĕ. Унта промышленность предприятийĕсене аталантарасси, пĕчĕк бизнеса анлă çул парасси, строительствăпа коммуналлă хуçалăх, çул-йĕр тăвасси çине тимлĕх ытларах уйăрасси, потребитель рынокне анлăлатасси паллă вырăн йышăнчĕç.

Акă, иртнĕ çул укçа-тенкĕн тĕрлĕ ресурсĕсемпе усă курса районта 6 пин тăваткал метра яхăн, çав шутран эконом-класс стандарта тивĕçекен 5,5 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, Елчĕк ялĕнчи Мир урамĕнчи 27 хваттерлĕ çуртăн пĕр подъездне туса пĕтернĕ. Çавăн пекех «Комсомольски - Елчĕк - Пăва» автоçулăн 3,4 çухрăмне юсама пуçăннă, 7 ял урамне вак чул сарса хытарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çитес 3 çулта ялсен урамĕсенче куçăмлă сийлĕ автоçулсем тăвассине вĕçлеме кирлине, ялсене çыхăнтаракан автоçулсене çывăх вăхăтра юсассине малалла тăсасси çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ.

Докладра социаллă тытăмри ĕç-хĕл те паллă вырăн йышăнчĕ. Вĕренÿ, культура, сывлăх сыхлавĕ, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем, социаллă политика, физкультурăпа спорт, информатизаци, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем те яваплăха ÿстерме хистеççĕ.

Николай Миллин ĕç хутшăнăвĕсене тивĕçлипе йĕркелеме кирлине те палăртрĕ. Вăрттăн ĕçлеве чакарассине, «конвертпа» ĕç укçи тÿлессине пĕтерессине тивĕçлипе йĕркелемелле. «Эпир вĕсемшĕн страховани взносĕ тÿлесе пысăк тăкак тÿсетпĕр. Вĕсем те пирĕн пекех тÿлевсĕр медицинăпа тата ытти çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Малашне çакăн пек тĕслĕхсемпе килĕшме май çук», - пулчĕ тĕп шухăш докладчикăн.

Анлă канашлăва хутшăннисем район администрацийĕн пуçлăхĕн докладне сÿтсе явма хутшăнса тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕç. СССР халăх учителĕ Петр Чернов, Социализмла Ĕç Паттăрĕ Николай Панкратов, Анатолий Кондратьев ветеран тата ыттисем çĕкленĕ ыйтусем çине район администрацийĕн пуçлăхĕ тулли хурав пачĕ.

Докладчик хыççăн тухса калаçнă Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова вĕренĕвĕн республикăри, районти тытăмĕн аталанăвĕ çинчен чарăнса тăчĕ, вĕренÿпе воспитани ĕçĕнче палăрнисене асăнчĕ, малашне те ку енĕпе ĕçлесе пымаллине палăртрĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов район экономикипе социаллă пурнăçĕн иртнĕ çулхи аталанăвне пысăка хурса хакларĕç, района аталантарассипе тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕç. Канашлăва вĕçленĕ май Юрий Попов пирĕн районта пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатас, муниципалитета аталантарас тĕлĕшпе чылай ĕç тунине, малашне те пĕрле тачă çыхăнса ĕçлеме кирлине палăртрĕ. Савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ тĕрлĕ наградăсемпе ĕçре, вĕренÿре палăрнисене чысларĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне «Победа» хуçалăхăн ĕне сăвакан операторĕ Татьяна Веникова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине «Рассвет» хуçалăхăн агрономĕ Виктор Цыганов, Кушкăри вăтам шкулăн вĕрентекенĕ Елена Ягудина тивĕçрĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн пултаруллă çамрăксене ятран палăртса паракан стипендине тивĕçнĕ çамрăксене - Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Анна Гавриловăна, Данил Смирнова, Иван Чернова, Лаш Таяпари тата Аслă Елчĕкри вăтам шкулсенче пĕлÿ пухакан Алексей Теренинпа Андрей Хушкина свидетельствăсем, Раççей Президенчĕн премине тивĕçнĕ Лаш Таяпари вăтам шкулта вĕренекен Андрей Павлова лауреат дипломне пачĕç.

А.КАРЛИН.

Е.ИГНАТЬЕВА сăнÿкерчĕкĕнче: Республика Пуçлăхĕн стипендине - пултаруллă çамрăксене.

 

Хаклав

Алиса БОРИСОВА, халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан:

- Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин докладра халăха ĕçпе тивĕçтересси пирки те асăнса хăварчĕ. Çулталăк хушшинче районти центр хутшăннипе 840 çынна, е ĕç тупса пама ыйтнисен 92 процентне ĕçпе тивĕçтернĕ. 2015 çул вĕçĕнче районти центрта официаллă майпа 35 çынна ĕçсĕр тесе регистрациленĕ. Республика шайĕпе илес пулсан та халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе лару-тăру япăх мар. Çакна Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев халăха ĕçпе тивĕçтерес тата ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва çăмăллатас тĕлĕшпе Шупашкарта ирттернĕ анлă канашлура та палăртрĕç.

Людмила ПАВЛОВА, «Единая Россия» политика партийĕн Елчĕк районĕнчи вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи:

- Юнкунхи канашлура хускатнă ыйтусем, ĕçлĕ калаçу мана питĕ килĕшрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин кашни отрасле тишкерсе хак пачĕ, малашне пурăнçламалли тĕллевсене палăртрĕ. Район 2015 çулти ÿсĕмсемпе мухтанма пултарать. Чылай кăтартусемпе Елчĕк районĕ республикăра малта пырать.

Мана «Единая Россия» политика партийĕ йышăннă программăсем районта ăнăçлă пурнăçланса пыни савăнтарать. Сăмахран, яллă районсенчи шкулсен спорт залĕсене юсасси пурнăçланать. 2014 çулта Кĕçĕн Таяпа шкулĕнчи, пĕлтĕр Лаш Таяпари шкулта спорт залĕсене тĕпрен юсарĕç. Кăçал та çак ĕç малалла тăсăлать. «Единая Россия» партин тепĕр программи - ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвасси. Пĕлтĕр Чăваш Тăрăмĕнче, Тĕмерте, Яманчÿрелĕнче çĕнĕ ФАПсем ĕçе кĕчĕç. Юлашки виçĕ çулта районта 6 ФАП уçăлнă. Çул-йĕр тăвасси те аталанать.

Юрий ТИТОВ, «Промсервис» ОООн генеральнăй директорĕ:

- Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин районăн экономикипе социаллă пурнăçне тĕплĕн тишкерсе тухрĕ. Лайăх улшăнусем чылай. Ялхуçалăхĕнче вĕсем тата курăмлă. Елчĕк районĕ территорийĕпе хăйĕнчен икĕ хут пысăкрах хăш-пĕр районсенчен те ытларах тĕш тырă, сĕтпе аш-какай туса илет. Çакă район ертÿçисем тĕрĕс çул-йĕр тытса пыни çинчен калать. Ытти енĕпе те пирĕн кăтартусем лайăх. Çакна курма пĕлмелле. Пирĕн хушăмăрта çын ĕçне хисеплеме пĕлмен çынсем те пур-ха. Кăшкăрма çăмăл, тума йывăр, теççĕ халăхра. Çакна асра тытасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика