Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Единая Россия» çĕнĕ вăйсене пĕрлештерет

05 марта 2016 г.

«Справедливая Россия» фракци членĕсем - Владимир Михайловпа Леонид Лукин Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕнчи  «эсерсен» партийĕпе сывпуллашма шутлани çинчен пĕлтернĕ.

«Справедливая Россия» парти йышне те кĕмен Михайлов малашне ун майлă пулмасси, «Единая Россия» ячĕпе праймериза хутшăнасси çинчен пĕлтернĕ. Депутат «Единая Россия» йышĕнче пулни ытларах усă кÿрессе, унта тĕллевсене пурнăçламалли майсем те ытларах пулнине палăртать. «Эпĕ ĕçлекенсемпе пĕр командăра пуласшăн», - тет вăл. Сăмах май,  Владимир Михайлов Патшалăх Канашĕнче «Справедливая Россия»  фракцире 4,5 çул ĕçлесе пысăк опыт пухнине çирĕплетсе панă. Анчах çак тапхăрта унăн чун-чĕри «эсерсемпе» туллин пĕрлешеймен.

Патшалăх Канашĕнчи тепĕр «эсер» - Леонид Лукин депутат, «Справедливая Россия» фракципе анчах мар, партипе те сывпуллашать. Вăл партирен тухма заявлени çырни çинчен пĕлтернĕ. «Эпĕ хама текех çак партире курмастăп», - тет Леонид Лукин. Вăл хăйĕн çак утăмне «Справедливая Россия» партире татса паман ыйту нумай пулнипе, партин федераци шайĕнчи ертÿçи Сергей Миронов тата унăн çывăхĕнчи çынсен тĕлĕшĕпе ыйтусем тухса тăнипе сăлтавлать. Ăна та «Единая Россия» списокĕпе праймериза хутшăнма сĕннĕ.

«Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ Николай Малов ĕçтеш-депутатсен шухăшĕсене ырласа йышăннине пĕлтерсе çапла палăртать:

- Суйлав кампанийĕ старт илчĕ. «Единая Россия» ячĕпе малтанхи суйлава - праймериза 21 çултан çамрăк мар, пирĕн парти членĕ, ун майлă е партие кĕмен çын хутшăнма пултарать. Паян пире хирĕçтерсе ярас кăмăллисем питĕ нумай, çавăнпа та пирĕн пĕрле пулмалла, пĕрлешмелле. Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче - малтанхи сасăлав кунĕ. Унта хутшăнас кăмăллисене эпир пурте тарават.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика