Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

27 февраля 2016 г.

«Эрудитсем» - пĕрремĕш

Аслă Елчĕкри  Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ăс-хакăл олимпиади шайĕнчи «Мĕн?Ăçта? Хăçан?» вăййин районти ăмăртăвĕ иртнĕ.

Унта ултă шкул команди хутшăннă. Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ шкулăн «Эрудит» команди /капитанĕ Ольга Маркова/ пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Елчĕкри «ДанКо» тата Курнавăшри «Великолепная шестерка» командăсем. Çĕнтерÿçĕ-команда паян хăйĕн ăсталăхне регионти вăйăра кăтартать.

 

Малтанах шкул шайĕнче

Кашни çулах районта «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурс иртет.

Хальхи вăхăтра шкулсенче пĕрремĕш тапхăр пырать. Шкулти чи лайăх класс ертÿçисем пуш уйăхĕнче район шайĕнче тупăшаççĕ.

 

60 çул алла-аллăн

Таяпа Энтринчи Ивановсем çемье çавăрни 60 çул çитнине уявланă.

Сосипатор Сергеевичпа Анна Осиповна ĕмĕрне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ фермăра, уй-хир бригадинче тăрăшнă. Çемье пуçĕ бригадир, ферма заведующийĕ тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн панă наградăсем йышлă Ивановсен. Сосипатор Сергеевич «Хисеп Палли» ордена та тивĕçнĕ.  Бриллиант туй кĕрекине ларнă ватăсем Борис ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ. Ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнать туслă та килĕшÿллĕ мăшăр.

 

«Чăваш Енĕн ĕнчĕ пĕрчисем»

республикăри ачасен пултарулăх фестиваль-конкурсĕ старт илнĕ.

Конкурса çамрăк ăрăва наци культурине хамăр авторсен юрри урлă явăçтарас,  тăван чĕлхепе литератури çине  пысăк тимлĕх уйăрас, наци туйăмне аталантарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Унта 17 çул тултарман, юрлама юратакан ачасем хутшăнма пултараççĕ. Чи пултаруллисене Шупашкарти ачасен пултарулăх çуртĕнче ака уйăхĕнче иртекен Гала-концертра палăртаççĕ.

 

Çурхи ейÿ сарăласран

Çанталăк кунран-кун ăшăтса пырать. Часах çырма-çатра та шывпа тулĕ. Чăваш Республикин Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх - республикăри çурхи шыв 56 ялпа 16 муниципалитет пĕрлĕхне сиен кÿме пултарать.

Çавна май Чăваш Енри çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви çурхи ейÿрен сыхланассипе ĕç планне хатĕрленĕ. Коммуналлă тытăма тата шыв илессине аварисĕр, шыравпа çăлав тата ытти службăна инкек-синкекре йĕркеллĕ ĕçлеттерес ыйтăва пăхса тухнă. Гидросооруженисене, шыв пахалăхне, строительство организацийĕсем юсава хатĕррине те тĕрĕслеççĕ. Республикăра 557 гидросооружени /пирĕн районта 29/, вĕсене вырăнти муниципалитет пĕрлĕхĕсем асăрхасах тăраççĕ.

 

Конкурсра çĕнтернĕ

Наци музыкин, поэзин тата сăнарлă ÿнерĕн республикăри çиччĕмĕш «Тăван ен» конкурс-фестивалĕн ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Конкурса Елчĕкри искусство шкулĕнче ÿкерес ăсталăха туптакан Карина Сивкова, Екатерина Ертмакова, Ксения Агеева хутшăннă. Карина  «Елчĕк енĕн паллă вырăнĕсем» ĕçĕпе çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика