27 февраля 2016 г.
Районта «Снегоход» профилактика операци-уйăхлăхĕ вĕçленнĕ.
Патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕ тата районти полици пайĕн ГИБДД сотрудникĕсем Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа ял тăрăхĕсенче юр çийĕн çÿрекен техника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăннине тĕрĕслесе пĕрлехи рейд ирттернĕ. Унта 4 техника хатĕрне, çав шутра «Санти» ОООн пĕр снегоходне тĕрĕсленĕ. Вĕсем патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, юсавлă пулнине палăртнă.
Сăмах май, районта уйрăм çынсемпе организацисенче 5 снегоход, 3 снегоболотоход шутланса тăрать. Патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр 5 снегоход тухнă, çав шутра 4-шĕ - операци-уйăхлăх вăхăтĕнче.
А.СОЛОВЬЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертÿçи.