27 февраля 2016 г.
Елчĕк район сучĕ Турханта пурăнакан 52 çулхи А.Зайцев /ятне улăштарнă/ енĕпе приговор йышăннă.
Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче А.Зайцев ВАЗ-21150 автомашина рулĕ умне ÿсĕрле ларнă. Автомашинăна РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ОГИБДД патруль службин сотрудникĕ чарма ыйтнă. Анчах А.Зайцев ăна пăхăнман, Елчĕк - Курнавăш автоçулпа Курнавăш енне тарнă. Ăна ДПС инспекторĕ хăваласа çитнĕ, Çуткÿл енне каякан çул çинче чарнă, водитель удостоверенине пама, эрех-сăра ĕçнине медицина енчен тĕрĕслеме ыйтнă.
Пуçтах инспекторпа хирĕçме пуçланă, ăна кăкăртан, питĕнчен çапнă. Суд ларăвĕнче А.Зайцев хăйĕн айăпне йышăннă. Ăна 50 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Суд йышăнăвĕ саккунлă вăя кĕмен-ха.
В.НИКОЛАЕВ,
район прокурорĕ.