27 февраля 2016 г.
Халĕ кашни килтех радио, телевизор, компьютер пур. Унти передачăсене итлесе-курса ларни лайăх-ха. Анчах кÿршĕпе курса калаçмасан мĕн патне пырса тухăпăр. Çавăнпа та эпир, ватлăх енне кайнă хĕрарăмсем, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çуртне тăтăшах васкатпăр. Мĕншĕн тесен чунра тапса тăракан пултарулăх пире унта туртать. Эпир ытларах чăваш, вырăс халăх юррисене юрлама кăмăллатпăр. Римма Федорова кирек мĕнле юрăна та баянпа выляса илем кÿрет. Хамăр пултарулăхпа таврари ялсен çыннисене те паллаштаратпăр.
Культура çурчĕн директорĕ О.Муравьева юрлама-ташлама юратакансене пурне те кăмăллăн кĕтсе илет.
Е.БАРИНОВА.