27 февраля 2016 г.
Район прокурорĕ çумĕнчи экономика тата социаллă сферăсенче право йĕркисене пăсассине, преступленисене хирĕç кĕрешекен ĕç ушкăнĕпе район администрацийĕн район бюджечĕн тупăшсен пайне ÿстерес, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлес ыйтусем енĕпе ĕçлекен комиссин пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ.
Унта район прокурорĕн çумĕ П.Кокорев, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи З.Яковлева, федерацин налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕн ертÿçи В.Антонов, халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрăн ертÿçи М.Васильева хутшăннă.
Ларура вăрттăн ĕçлеве чакарас, «сăрă» ĕç укçи тÿлессине, ĕç укçине тÿлемен тĕслĕхсене пĕтерес ыйтусене тишкернĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа ĕç хутшăнăвĕсене çырса йĕркелемесĕр вăй хунине тата ытти киревсĕрлĕхе пĕтерес енĕпе прокуратура ĕçченĕсем ытти службăсемпе пĕрле районти 18 хуçалăх субъектне тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче ĕçпе тивĕçтерекен 7 çын ĕçлекенсемпе ĕç килĕшĕвĕ çырман, ĕçе илнине çирĕплетекен хутсене тивĕçлипе йĕркелемен, ĕç укçине «конвертпа» тÿленĕ 10 тĕслĕхе тупса палăртнă. Ĕçпе тивĕçтерекенсене административлă майпа 7-10 пин тенкĕ штрафланă.
Ларура малашне те ял тăрăхĕсенче тĕрĕслевсем ирттерме кирлине палăртнă.
/Хамăр инф./.