Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа юратма пĕлекенсем

27 февраля 2016 г.

Пурнăçа юратма пĕлекенсем

Хĕллехи кун ытла та кĕске çав. Тем самантра каç пулса ларать. Çемье туслă йышпа каçхи апат çинĕ хыççăн кашнийĕшĕ хăйĕн ĕçĕпе аппаланма пуçларĕ.

- Асанне, асатте, паян мана кам юмах каласа парать-ши? - ватăсен çумне йăпшăнчĕ  тăваттăри Ульяна.

- Мăнукăм, аслаçун черечĕ. Манăн тем кунĕпех пуç ыратать. Çанталăк улшăнать пулĕ, - терĕ асламăшĕ вырăн çине пуçне хунă май.

Ытти чухне алĕç туса чылайччен лараканскер, халĕ мăшăрĕпе мăнукĕн калаçăвне тимлĕн итлерĕ. Епле ăшпиллĕн пуплеççĕ иккĕшĕ. Нумай пĕлме тăрăшакан хĕрпĕрчи ыйту хыççăн ыйту парать. Кĕмĕл çÿçлĕ ватă çемье утса тухнă анлă та сулмаклă, тарăн йĕр хăварнă çулсене аса илет. Асаилÿ çăмхине сÿтекен мăшăрĕн сăмахĕсем Валя аппана шухăшсен ытамне путараççĕ...

Ватăпа пĕчĕкки калаçăвне иккĕмĕш класра вĕренекен Настя та хутшăнчĕ. Килти кĕçĕн мăнукĕ аслашшĕн юмахне итлеймест-ха, амăшĕн кăкăрне кăна ĕмет. Валентина  Яковлевна хăй телейлĕ хĕрарăм пулнине тепĕр хут ĕненчĕ. Ара, мăшăрĕ пирĕшти евĕр илемлĕ хĕре пирваях вăйăра асăрханине, вăл ĕçре харсăррине, ачисемшĕн чунне пама хатĕррине каласа парать-çке. 50 çул пĕрле пурăнса пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланакан мăшăр çÿпçипе хупăлчиех пулса кайнă. Пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултараймаççĕ. Пĕри пÿртре çук пулсан, тепри часах ун хыççăн тухать. «Ара, ахальтен çапла картишĕнче тытăнса тăмасть, алла кĕреçе е ытти инструмент ярса тытнă пулинех. Эпĕ те тухам», - тесе Валя аппа та Коля тете патне васкать. Иккĕшĕ кăштăртатаççĕ  вара килкартинче.

- Анне, атте, канăр кăштах. Пире валли те ĕç сахал хĕл кунĕнче, - тет тĕп килте пурăнакан Алексей ывăлĕ ашшĕпе амăшне.

- Эпир кăштах кăна, ал-урана çемçетмелĕх, - теççĕ ватăсем лăпкăн. Хăйсем вара кĕреçене часах алран ямаççĕ. Ачисем ватлăхра ашшĕпе амăшне упрани килĕшет-ха, анчах вăй-халĕ чаксан та чун ватăлмасть-çке, ĕçлес килсех тăрать.

Валентина Яковлевнăпа Николай Никандрович мĕн ачаран пуçласа тивĕçлĕ канăва тухиччен «Слава» колхозра вăй хунă. Кил хуçи хĕрарăмĕ уй-хир бригадинче  тăрăшнă, çемье пуçĕ - трактористра.

30 çула яхăн механизаторта тăрăшнă Николай Никандрович шаннă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. 1975 çулта хастар ĕçчене «Чăваш АССРĕн  тава тивĕçлĕ механизаторĕ»  хисеплĕ ят парса чыс тунă.

Ылтăн туй кĕрекине ларнă Мустаевсен çемйин кун-çулĕпе интересленсен иккĕшĕн те  пит-куçĕ çуталса илемленчĕ. Ытти чухне те ăшă кулăпа, çутă сăнпа илĕртекен килĕшÿллĕ  мăшăр çамрăклăха ăшшăн аса илчĕ.

Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ÿснĕскерсем, пĕр-пĕрне лайăх палланă. Ачалăхĕ иккĕшĕн те çăмăл пулман. Вăййа тухсан е улахра ларнă чухне Колька маттур та çыпăçуллă  Вальăна вăрттăн кăна «карчăкăм ман» тесе  ăшшăн чĕннĕ.  Хăйĕнчен ултă çул кĕçĕн пике Николай Мустаева çав тери килĕшнĕ. Туслă çÿренĕ хыççăн 1965 çулта Çĕнĕ Эйпеçре Мустаевсен çемйи çуралнă.

- Çак çулсене ахаль ирттермерĕмĕр пулĕ тесе шутлатпăр, - теççĕ вĕсем пĕр шухăшлăн.

Арçын хăйĕн пурнăç тивĕçĕсене пурнăçланипе пурнăçламаннине виçĕ самантпа хакласси йăлана кĕнĕ: çурт хăпартмалла, йывăç лартмалла, хăйĕн йăхне тăсма ывăл çитĕнтермелле. Ырми-канмисĕр ĕçлесе, нумай выльăх-чĕрлĕх усраса 1986 çулта пысăк çурт лартнă вĕсем. Маларах, тĕп килтен уйрăлса тухсанах, пĕчĕккине хăпартнă.

Николай Никандрович чăн-чăн арçын. Пурнăçĕнче йывăç лартнин шутне шутламан, ачи вара йышлă: улттăн вĕсем. Чи пĕлтерĕшли - кашни ачи чăннипех кĕтнĕскерсем.

Çитмĕл урлă каçнă Валя аппапа Коля тете ачисемпе, мăнукĕсемпе савăннине пытармаççĕ.

- Вĕсенче пурнăç малашлăхĕ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстертĕмĕр. Вăхăтĕнче çирĕп воспитани панин çимĕçне халĕ хамăр куçпа курса ĕненетпĕр. Ывăлсемпе хĕрсем пире сивĕ сăмах каласа курман. Ачасем эпир сиввĕн, мăк-мак калаçнине те илтмен. Мăшăрăм мана яланах хисепленĕ, пулăшма тăрăшнă. Арçын яланах çирĕп кил хуçи вырăнĕнче  пулнă, - пĕлтерет Валентина Яковлевна.

Мустаевсен Олег ывăлне хамăр районта кăна мар, Чĕмпĕр тăрăхĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Ульяновск тăрăхĕнчи чăвашсен пĕрлешĕвне ертсе пырать сумлă ятсене тивĕçнĕ ентешĕмĕр. Ольга та Чĕмпĕрте хунав янă. Люба вара пурнăçне тăван ялпа çыхăнтарнă. Альăпа Юля  Шупашкарта тĕпленнĕ. Кĕçĕнни, Алексей, ашшĕ-амăшĕн ватлăхри тĕрекĕ. Оксана мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Мăнукĕсемшĕн каçсах каяççĕ аслисем.

Хăйсен тĕпренчĕкĕсене кăна мар, пиччĕшĕн ывăлне - Владимира  та ура çине тăратас тесе сахал мар тăрăшнă Валя аппапа Коля тете.

Хăна-вĕрле пуçтарăнсан Мустаевсен капмар çурчĕ кĕрлесе тăрать. Хуçалăхри  пысăк ĕçсене эртелпе пурнăçласси ырă йăлана кĕнĕ. Хулари мăнукĕсемпе килтисем шăкăл-шăкăл калаçса ларнине курсан ватăсен чунĕсенче канăçлăх хуçаланать.

- Телейĕсем пултăрччĕç ачасемпе мăнуксен. Çем-йисенче юрату та ăнлану хуçалантăр. Килĕшÿллĕ çемьере кăна ырă ача-пăча çитĕнет, - тет ăшпиллĕ те маттур мăшăр.

В.СМИРНОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Мустаевсем район хаçатне юратса вулаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика