27 февраля 2016 г.
Республикăра сывлав органĕсен чирĕсемпе кашни çулах пине яхăн çын вилет. Раççейĕпе илес пулсассăн пирĕн регионта çак чиртен вилекенсен йышĕ икĕ хут нумайрах. Юлашки пилĕк çулта федерацин Атăлçи округĕнче эпир лидерсен йышĕнче. Ахальтен мар Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова чирпе кĕрешме тĕллев лартрĕ, лару-тăрăва уçăмлатма 2016 çула сывлав органĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тесе палăртрĕ.
Иртнĕ çул республикăра чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çул пулчĕ. Эпир чĕре чикме пуçласанах васкавлă пулăшăва чĕнме хăнăхнă-ха. Çав вăхăтрах чылай вăхăт хушши ÿсĕрсе çÿрекенсем, сунаслакансем сипленме васкани сисĕнсех каймасть. Вĕсене ÿт температури ÿсни, вăйран кайни те пăшăрхантармасть. Хăй тĕллĕнех сипленекенсем те тĕл пулаççĕ. Чир организма хавшатнине, вăл шала кайнине пĕлмеççĕ-ши е туймаççĕ-ши; Шăпах вăхăтра сипленменни пневмони чирĕ патне илсе çитерет те. Чир вăраха кайсан çын пурнăçран та уйрăлма пултарать.
Сывлав органĕсен чирĕсем хушшинче чи анлă сарăлнисем - грипп тата ОРВИ. Вĕсем хыççăнах пневмони, бронх астми пырать. Çавăнпа та районта пурăнакансене иммунизацилесси тĕп вырăнта тăрать. Сывлав органĕсен чирĕсемпе чирленинче пирус туртни пысăк витĕм кÿрет. Çавăнпа та пирус туртакансен çав сиенлĕ йăларан хăтăласси пирки тарăн шухăшламалла.
ЧР Сывлăх сыхлав министерствин специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, малашне пирус туртма чарас енĕпе республикăра спирометри тата смокилайзерпа экспресс-диагностика ирттерме палăртнă. Асăннă аппаратсем ÿпкен физиологи çулне тата калăпăшне пĕлме май параççĕ. Кăçал ятарлă сывлав патрулĕсем районсене дежурствăна тухаççĕ. Вĕсем юн пусăмне кăна мар, ÿпке калăпăшне, вăл мĕнле ĕçленине те хаклаççĕ.
Алла Самойлова,
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ:
- Экспресс диагностика аппарачĕсем чир диагнозне палăртмаççĕ. Вĕсем ÿпке мĕнле ĕçленине хаклаççĕ тата кама тухтăр пулăшăвĕ кирлине палăртаççĕ. Çавăнпа та калаçу туртакансем çинчен çеç пымасть, ÿпке хавшани пурин те пулма пултарать. Ÿпке мĕнле ĕçленине килти условисенче те çăмăллăнах тĕрĕслесе пăхма пулать - сывлăш хăмпине çеç вĕрсе хăпартмалла. Сывă çын ăна наччасрах сывлăшпа вĕрсе тултарать, ÿпке хавшак çынна ку ĕçе пурнăçлама йывăртарах.
Тепĕр хут аса илтеретĕп: ÿсĕрсенех врач патне кайса тĕрĕсленĕр.
Г.УФУКОВА,
районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕн çумĕ.