27 февраля 2016 г.
Кушкăри Анатолий Андреевичпа Лидия Андреевна Бариновсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма тытăнни 45 çул иртнине сиссе те юлаймарĕç. Пилĕк ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратрĕç, аслă пĕлÿ пачĕç.
Анатолий Андреевич 8 теçетке çула хыçа хăварчĕ ĕнтĕ. Ватлăха пула сывлăхĕ хавшанă пулсан та район пурнăçĕпе кăсăкланать. Урăхла пулма та пултараймĕ, мĕншĕн тесен вăл ĕмĕрне яваплă ĕçре ĕçлесе ирттернĕ.
Шкулта лайăх вĕреннĕскер, яланах пĕлÿ патне туртăннă, бухгалтер специальноçне алла илнĕ. Аслă Пăла Тимеш ял советĕнче, кайран мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех «Победа» колхозра тăрăшнă. Хăйĕн ĕçне юратса тата тирпейлĕн пурнăçланă çын пилĕк колхоз ертÿçипе ĕçленĕ, нихăшĕнчен те хăй çинчен начар сăмах каланине илтмен.
- Малтан ĕçлеме ансатчĕ. Тăхăр хуçалăха пĕрлештерсе пысăк колхоз туса хурсан шут шăрçи çитми пулчĕ, колхоз тупăшне миллион тенкĕсемпе шутлаттăмăр. Çавна пула арифмометрсем илсе пачĕç. Эпир, бухгалтерсем, саккăрăн, аппаратсен тыткисене çавăрттараттăмăр, пÿлĕмре тăракан саспа пуç ыратакан, шавлакан пулатчĕ. Кайран калькуляторсем çитрĕç, ĕç чылай ансатланчĕ, - аса илет Анатолий Андреевич.
Бухгалтер ĕçĕ айккинчен пăхма анчах çăмăл пек. Анчах пĕр цифра йăнăш пулсан та çулталăк ĕçленине сая яма пулать. Пĕррехинче ăнсăртран пулнă çитменлĕх пирки Сăрьелсем ĕç укçисĕр тăрса юлма пултарнă.
Анатолий Андреевич хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе ял-йыш умĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ. Кивĕ Арланкассинче ферма заведующийĕсем пулса ĕçленĕ С.Тихоновпа П.Александров ун пирки яланах ырăпа аса илетчĕç, курмассерен тав тăватчĕç, салам каласа яратчĕç. Хăй те тĕп бухгалтерсем пулса ĕçленĕ Н.Ягудинăпа В.Иванова, Кивĕ Арланкассинчи Т.Емельянова учетчица пирки яланах ăшшăн аса илсе каласа кăтартать.
Анатолий Андреевич район хаçачĕн тусĕ те. Хăйĕн куçĕ япăх курнăран «Елчĕк енĕн» кашни номерне малтан пуçласа вĕçне çитиччен вуласа пама мăшăрĕнчен хистесе ыйтать.
Пархатарлă ĕçĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» ята, Мухтав хучĕсемпе медальсене тивĕçлĕ пулнă Анатолий Андреевич Баринова ял çыннисем ырă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ, çамрăксем вара вĕсен çемйинчен тĕслĕх илме тăрăшаççĕ.
С.БАРИНОВА.
Кушкă ялĕ.